27 сентября 2008 г.
Çĕнĕ Шупашкарти Бизнес-центрта Тĕп редактор кунĕ иртрĕ. Унта республикăри патшалăх пичечĕн массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем пухăнчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – хуласемпе райцентрсенче альтернативлă çырăнтарăва йĕркелесси.
Ку ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕ тата актуаллă. Сăлтавĕ Раççей почти çыхăнтару хакĕсене пĕрмаях ÿстерсе пынипе, çавна май периодика изданийĕсен тиражĕсем чакнипе çыхăннă. Унтан та ытларах çырăнтару укçин çуррийĕ почтăн тупăшне кĕрет. Хаçатçăсен ура çинче тăрас тĕллевпе ирĕксĕрех хăйĕн çырăнтару тата валеçÿ службине йĕркелесе конкуренци туса хума тивет.
Çак тема никама та кăсăклантармасăр хăвармарĕ, мĕншĕн тесен альтернативлă çырăнтарăвăн усси те сахал мар, çитменлĕхĕсем те пур. Çак тата ытти ыйту çинче район-республика хаçачĕсен ертÿçисем чарăнса тăчĕç. Тĕп редактор кунне хутшăннисем пĕр шухăшлă пĕтĕмлетÿ турĕç: альтернативлă çырăнтарăва кашни хуларах тата район центрĕнчех йĕркелемелле. Вырăнти чылай издани, çав шутра Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçачĕ те, альтернативлă çырăнтарăва анлăрах çул парасшăн.