27 сентября 2008 г.
Кĕрхи çанталăк сулхăнлатрĕ. Тапхăр-тапхăр йĕпхÿ пĕрĕхкелет. Çапах та уяртнă хушăра хĕвел питĕнче самаях ăшă. Хапха умĕнчи тенкел çинче кÿршĕ карчăкĕсем – çитмĕл пиллĕк урлă каçнă Нина Якимовна Васильевапа Екатерина Гурьевна Чернова шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ.
– Лавккара халĕ мĕн кăна çук пуль, кĕсйÿнте укçа анчах пултăр, – тет Нина Якимовна.
Ватă çынсем çакăн пек пупленине эпĕ пĕр хутчен çеç мар илтнĕ. Çакă мана шухăша ячĕ.
Ылханлă Гитлер чĕртнĕ вăрçă хыççăнхи е иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи тапхăрсемпе танлаштарсан, чăнах та, паянхи магазинсем пуян. Анчах та хаксем капашсăр ÿссе кайни халăха кирлĕ таварсем çителĕклĕ таран пулнине пĕлтерет-ши; Вĕсем чăнах та нумай пулсан мĕншĕн йÿнелмеççĕ; Горбачев «перестройкиччен» тавар хакĕсем хальхи пек выляман. Çулталăкне икĕ хутчен – çуркунне тата кĕркунне, сезона кура, тум-тир хакĕсене чакаратчĕç. Халĕ вара çакна ĕмĕтленмелли кăна юлать.
Пĕччен ватăсене, чирлĕ çынсене апат-çимĕçпе эмелсем хакланни уйрăмах тарăхтарать. Бензинсăр автомашина чупайман пекех этем те апат-çимĕçсĕр пурăнаймасть. Кунĕпех уй-хирте хура тар юхтарса ĕçлетĕн-и, компьютер умĕнче ача вăййи выляса вăхăта ирттеретĕн-и е маччаналла чарт! сурса выртатăн-и – хырăм пурпĕрех выçать, талăкне виçĕ хутчен çимелли ыйтать.
Мĕнпе савăнтараççĕ-ха пире паянхи сутуçăсем; Йăлтăр-ялтăр хутпа чĕркенĕ канихватсемпе пылак шывсем, банан-мандарин, «Буш тукмакĕ» текен чăх урисем, сăра кĕленчисем витринăсем çинче аякранах куçа илĕртеççĕ. Пĕчĕк ачасем лавккара туяннă çимĕçсемпе – канихват-премĕкпе, пылак шывпа – кăна пурăнма хăнăхаççĕ. Ахальтен мар «мусорная еда» теççĕ те ĕнтĕ унашкал апат-çимĕçе. Йăлана кĕнĕ пăтă-яшкана, икерчĕ-кукăле çисе ÿсмен пирки кайран хыткан, хавшак çамрăксем пулаççĕ, тепĕр чухне салтака кайма та йывăрăшĕ çитеймест.
Урăх çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ апат-çимĕç халăх сывлăхне калама çук пысăк сиен кÿрет. Американсем, сăмахран, хамăра юратмаççĕ, кĕç-вĕç крокодил пек хыпса çăтма хатĕр. Çав вăхăтрах хамăр патра малтан кал-кал ĕçленĕ кайăк-кĕшĕк комбиначĕсене çĕнĕрен çĕклес вырăнне хайхи «Буш тукмакĕсене» туянатпăр. Вĕсенче вара чи хаяр наркăмăш – мышьяк таранах сиенлĕ япаласем пулнине тупса палăртнă. Çавăнпа юлашки çулсенче юрăхсăр апат-çимĕç çисе больницăна лекнисем те сахал мар. Кунашкал инкек пĕр темиçе çул каялла Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта та сиксе тухнăччĕ.
Аш-какай продукчĕсене пĕр-пĕр коммерци лавккинче туянма уйрăмах хăрушă. Таçтан-муртан кÿрсе килнĕ темле кăлпассисемпе пельменьсем сутаççĕ унта. Ют çĕршывсенчи тискер чĕрчунсене хÿтĕлекенсем тĕнчипех хыпăнса ÿкнĕ: вырăнти браконьерсем тыта-тыта пусса Раççее ăсатнине пула кенгурусемпе антилопăсем сахаллансах пыраççĕ-мĕн. Нумай пулмасть, массăлла информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Мускавра та китаецсем пĕр ресторанта клиентсене така ашĕ тесе йытă какайĕпе тăрантарнă иккен. Тăван çĕршыв тĕп хулинче унашкал хăтланаççĕ пулсан, регионсенче укçашăн антăхакансем мĕн кăна тумаççĕ-ши; Патшалăх нимле стандартне пăхăнмасăр туса кăларнă кăлпассире, авă, какайĕ 20 процентран та иртмест, теççĕ, ытти вара ÿсен-тăран çăвĕпе соя çăнăхĕ анчах. Сутуçăшăн хăйĕн тарăн кĕсйине ытларах укçа чиксе пултăр. Юрăхсăр апат-çимĕçе персе хыпса çын вилсе выртни ăна пачах хумхантармасть. Тен, çавăнпа вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлакансем пирĕн тăрăхра та йышлă.
Аслăрах ăрурисем «перестройкăччен» мĕнле тулăх пурнăçпа пурăнни çинчен каланине паянхи çамрăксем ĕненесшĕн те мар. Колхоз ферминчи сыснасене ставридăпа тăрантарнă ун чухне. Лавккара та ытти таварсемпе пĕрле тăварлă пулăна нагрузка вырăнне ирĕксĕр сĕнсе тыттарса яратчĕç. Хăш-пĕрисем килти сыснасене те лавккаран туяннă йÿнĕ çăкăрпа самăртатчĕç. Шкулта та ачасене тÿлевсĕрех апат çитеретчĕç. Çĕнĕ çул елкинче пакетпа панă канихват-пĕремĕке вĕренекенсенчен чылайăшĕ илсе те каймастчĕ, тиркесе класрах пăрахса хăваратчĕç. Халĕ ун чухнехи пек хамăр та çителĕклĕ таран çисе кураймастпăр. Тем тесен те çакă пасарта е лавккасенче тавар нумаййине пĕлтермест ĕнтĕ.
Çи-пуç енчен те ĕлĕкхи пек речĕ-речĕпе вешалкăсем çинче пальтосем, плащсем, костюмсем çакăнса тăнине нихăш магазинра та курма çук. Уйрăмах ватăлла сулăннă çынна юрăхлă тум-тир тупса илме йывăр. Çуллахи пĕр уяр кунхине хама валли костюм е пиншак туянма Вăрнар пасарне ятарласа кайрăм. Виççĕ çаврăнтăм – кирлĕ тавара тупаймарăм. Шăкăрин çамрăксем валли туса кăларнă тум-тир. Утмăл урлă каçнă çынна джинспа, кроссовкăпа çатлаттарса çÿрени килĕшсех каймасть çав. Карчăк-кĕрчĕк тăхăнмалли кĕпе таврашне те асăрхамарăм. «Брючный костюм» текенни вара пасарĕпех лăк тулли.
Тăван яла кайма автостанцире транспорт кĕтнĕ чухне тĕлĕнсе лартăм. Çамрăк хĕрсем çеç мар, çуланнă инкесем те хайхи «брючный костюмпа». Ытарайми хĕрарăмсем каçарччăрах мана, чĕлхе вĕçне килнĕ сăмаха каламасăр тÿсейместĕп. Хĕрарăм шăлаварпа çÿресен арçын пуçне йывăр килет, тенĕ авалхи чăвашсем. Вырăссем те чăрсăр-пуçтах, намăса пĕлмен хĕрача пирки: «Унăн шăлаварпа çуралмалла пулнă», – тесе тиркешнĕ. Мĕншĕн тесен традициллĕ çи-пуç – платье, юбка, кофта тата ытти те хĕрарăма ĕлккенлĕх кÿнипе пĕрлех харпăр хăйне сăпайлă, килĕшÿллĕ тыткалама хистет. Хăвна мĕнле тыткаласси çи-пуçран та нумай килет. Тахçанах хĕрарăм нĕрне çухатнă Анăçри феминисткăсенчен тĕслĕх илни ытла килĕшÿллех мар пек туйăнать мана. Тен, çавна пула ача çуратасси чакса пырать, унашкаллисенчен уйрăлса каякансем те сахал мар.
Арçынăн арçын пек, хĕрарăмăн хĕрарăм пек тумланмалла ĕнтĕ. Мода хыççăн чалт! сиксе арçынла Укахви пек тумланса çÿрени тем тесен те чăваш чиперккисене килĕшсех каймасть. Анчах та çакăншăн ман вĕсене питех хурлас килмест. Халĕ авалхи пек килте харпăр хăй пир-авăр тĕртсе тунă çи-пуçпа никам та çÿремест. Пасар мĕнле тум сĕнет, çавăнпа çырлахма тивет.
Бизнес тĕп тĕллевĕ – тупăш илесси. Америкăран кÿрсе килнĕ чăх тукмаккисене çисе ачасем класĕпех больницăна кайса выртаççĕ-и, Китайра кăларнă атă-пушмакпа костюмсем тепĕр уйăхранах çурăлса-тăпăлса юрăхсăра тухаççĕ-и е суя эмелсем ĕçсе чирлĕ çынсем тата ытларах аптраса ÿкеççĕ-и – бизнесшăн нумайрах укçа-тенкĕ сăптăрни çеç кирлĕ. Уншăн пулсан хăть симĕс курăк ан шăттăр. Япăх тавара çине тăрсах ырламасан вăл ĕмĕрне те сутăнас çук. Çавăнпа тепĕр чухне çав тавар хакĕн 40–50 проценчĕ таранах реклама çине каять. Мĕн чухлĕ тавар япăхрах, çавăн чухлĕ реклама чаплăрах.
Клиент куçпа курсан ытараймасăр хăйĕн юлашки укçине пули-пулми таваршăнах йăпăр-япăр кăларса тыттартăр тесе дизайнерсем те сахал мар тăрăшаççĕ. Пĕр лавккарах, сăмахран, 40 градуслă эрех вуншар тĕрлĕ этикеткăллă. Апат-çимĕçпе хуçалăх таварĕсем пирки те çавнах калама тивет.
Ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ пăхса ытарайми хитре автомобильсене курсан çамрăксем каçăхсах каяççĕ. Анчах вĕсене тепĕр виçĕ çултанах юсаттарма тивет имĕш. Татти-сыпписĕр юсав мастерскойне укçа тÿлесе тăкак куриччен ют патшалăхсенче вĕсене «машина масарне» ăсатаççĕ те тÿрех çĕннине туянаççĕ. Çав вăхăтрах 30 çул каялла кăларнă совет автомобилĕсем паянхи кун та шанчăклăнах çула тухаççĕ. Ячĕшĕн анчах туса кăларман çав таварсене ун чухне. Пĕр атă-пушмакпа е кĕпе-тумтирпе вуншар çул çÿреме пулатчĕ.
Совет таварĕсем чăннипех пысăк пахалăхлă пулнине халĕ хамăр куçпа куратпăр. Тепĕр тесен, ун чухнехи пек паха таварсем туса кăларсан бизнесменсемпе коммерсантсем выçсах вилнĕ пулĕччĕç. Усă курнă-курман юрăхсăра тухнă тавар вырăнне çĕннине туянмасан пасара е магазина никам та вунă çулта пĕрре ура ярса пусмĕччĕ.
Юлашкинчен манăн çакна та палăртас килет. Пирĕн халăхшăн укçа-тенкĕ нихçан та тĕп вырăнта тăман. Ку халĕ те çаплах. Çакна ваттисен сăмахĕсем те аван çирĕплетеççĕ: «Укçа – пуç мар, ĕçлесен татах пулать», «Укçа-тенкĕшĕн пуçа сутас мар», «Укçа вăл килет те каять», «Укçа мĕнле пырса кĕрет, çавăн пек тухса каять», «Çĕр пус тупиччен çĕр тус туп», «Кĕмĕлĕ мар, кăмăлĕ пултăр» тата ытти те.
Паянхи «пурнăç хуçисем» укçана чи мала хуни, ман шутпа, хамăр халăх йăли-йĕркипе, моралĕпе килĕшсех каймасть. Укçа-тенкĕшĕн антăхса мĕн тĕрлĕ преступленисем тумаççĕ-ши ку чухне; Тĕрĕссипе, производствăна малалла аталантармасан, халăха кирлĕ таварсем нумайрах туса кăлармасан нимпе те саплаштарман укçа-тенкĕ вăл – хут купи кăна. Ара, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Ельцин вăхăтĕнче пиртен кашниех миллионер пулса тăнăччĕ вĕт! Шăрпăк курупки те ун чухне 40 тенке çитнĕччĕ. Кĕсье тулли укçа пулсан та унпа нимех те туянма çукчĕ. Халĕ Америкăра пуçланнă финанс кризисĕ ерекен чир-чĕр пек тĕнчипех хăвăрт сарăлса пырать. Вăл хамăра та пырса çапма пултарасси политиксемпе экономистсене кăна мар, манашкал ахаль çынсене те самаях шухăшлаттарать.
Раççейри миллионшар граждансем пекех эпĕ ни бизнесмен мар, ни коммерсант мар, тавар туянакан çын кăна. «Покупатель всегда прав» тенĕрен анчах хамăн пуçа килнĕ шухăшсемпе вулакана паллаштартăм. Вăл ман пĕтĕмлетÿсемпе килĕшсен те, килĕшмесен те пултарать.