27 сентября 2008 г.
Иртнĕ вырсарникун Чăваш Республикинче Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ – «Нацисен кросĕ–2008» иртнĕ. Çак ăмăртусене нумаййăн килĕштерме пуçларĕç, чупма юратакансем çулленех ытларах та ытларах хутшăнаççĕ. Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ профессиллĕ 24 пине яхăн çын тухнă.
«Нацисен кросне» хутшăнса республика Президенчĕ Н.Федоров пур районпа хулара та ăмăртусем ирттерме сĕннĕ. «Çакă пирĕн халăха тата туслăрах, пĕрлĕхлĕрех тумалли, сывă пурнăç йĕркине тата спорта юратакансен йышне ÿстермелли, çынсене ырă кăмăл-туйăм парнелемелли чи лайăх мел», – тенĕ Президент.