27 сентября 2008 г.
Чăваш ен Президенчĕн ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕнчен Григорий Рапотăран Николай Федорова Хисеп орденĕпе наградăланă май телеграмма килнĕ.
«Раççей Президенчĕ Эсир Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хывакан тÿпене тивĕçлипе хакланă. Республика Эсир ертсе пынă çулсенче Раççей Федерацийĕн çĕкленсе пыракан, хăйĕн экономика хăватне çирĕп аталантаракан субъекчĕ пулса тăчĕ.
Çакнашкал кăтарту – Чăваш енре пурăнакансен, патшалăх тата муниципалитет влаçĕн органĕсен пĕрлехи пысăк ĕçĕн, Эсир хывнă тÿпен пĕтĕмлетĕвĕ», – тенĕ телеграммăра.
Григорий Рапота республика пуçлăхне Чăваш ене тата Раççее усă кÿрсе малашне те ырми-канми ĕçлемешкĕн çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал суннă.