20 августа 2008 г.
Атте йăмăкĕн – Шалти Пăртасра çуралса ÿснĕ Татьяна Ивановна Иванован – шăпипе паллаштарас килет. Ачаран, атте-апай вĕрентнипе ĕнтĕ, ăна Татьян акка тесе чĕнетĕп. Ялта вара Иван Иванович Татьянĕ теççĕ. Çулсем иртнĕ май, халĕ ĕнтĕ хам та утмăла çитрĕм, «акка» сăмах пĕлтерĕшĕ ытларах та ытларах çирĕпленсе пычĕ. Мана Татьян акка хăйĕн пурнăç сакки çине тухса тăнă тумхахсене çĕнтерсе тивĕçлипе ăнтăлса утма пултарни тĕлĕнтерет те, мăнаçланса хăпартлантарать те. Ÿстермесĕрех çапла калас килет: тĕлĕнмелле сăваплă çын манăн акка! Çынна яланах ырă тума тăрăшать вăл.
Шăпах 45 çул каялла, 1963 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Татьян аккан пурнăç турти тепĕр майлă çаврăнса кайрĕ. Çав кун Татьян аккан йăмăкĕ – Волонтера качча тухнă Кĕтерне акка – йывăр чире пула вилсе кайрĕ. Виçĕ ача – çиччĕри Саша, пиллĕкри Римма тата сăпкара выртакан Ваня – амăшĕсĕр тăрса юлчĕç. Эпĕ ун чухне вунпиллĕкреччĕ. Пÿртрен тупăк йăтса тухнă чухне сăпкари Ваня шари кăшкăрса макăрса юлнине, Татьян акка татăлса йĕнине ĕнерхи пекех астăватăп.
Çавăн чухне Татьян акка умне икĕ çул тухса тăнă: çамрăкскерĕн е хăйĕн кун-çулĕ çинчен шухăшламалла, е тăлăха юлнă ачасен пуласлăхĕшĕн пурăнма пуçламалла. Вăл иккĕмĕш çулне суйласа илнĕ. Çапла вара качча кайман хĕр виçĕ ача амăшĕ пулса тăчĕ. Ачисем те, тăван амăшне юратнă пекех, асли хыççăн пурте ăна хреснапай тесе чĕнме пуçларĕç. Тĕлĕнмелле, ку ят вара ун çумне çыпăçмаллипех çыпăçрĕ – йăмăкĕн ачисем кăна мар, паян ăна вĕсен ачисен ачисем те хреснапай тесе хисеплеççĕ.
Хĕрĕх пиллĕк çул каялла, тĕрĕссипе, Татьян аккан пĕтĕм тĕллевĕ те тăлăха юлнă тĕпренчĕксем амăшĕ çуккине ан туйччăр тесе вĕсене тăван амăшĕ парайман ăшша парнелесси пулнă. Апат-çимĕç тата кĕпе-тум-тир енчен çынсен ачисенчен катăк ан пулччăр тесе, ĕне ферминчи укçасăр ĕçе пăрахса чукун çул çинче тар тăкма тытăнчĕ. Кунта вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хучĕ.
Татьян акка хăйĕн пурнăçне-шăпине амăшĕсĕр тăрса юлнă виçĕ ачана ура çине тăратма халалларĕ, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕ. Паян, акă, вăл пăхса çитĕнтернĕ Саша Кÿкеç поселокĕнче пурăнать, ĕнтĕ вăл хăй те икĕ ача пăхса ÿстерсе кукаçи ята илтрĕ. Римма Пăртасах качча тухрĕ, ултă ача çуратса ÿстерчĕ, хальлĕхе 5 мăнука çитерчĕ. Кĕçĕннин, Ваньăн, тирпейлĕ виçĕ хĕр çитĕнет. Вĕсем пурте – Татьян акка пуянлăхĕ. Унăн тăрăшăвне пула çĕнĕ ăру шучĕ хальлĕхе 16 çынна çитрĕ. Йыш тата хушăнасса шанас килет.
Татьян аккана çĕре çити пуç тайса çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатăп. Нумай-нумай çул пурăн, хаклăран та хаклă çыннăмăр!