20 августа 2008 г.
Районĕпе илсен тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 7610 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ. Ку вăл планпа палăртнин 54,3 проценчĕ.
Вырма ĕçĕсем аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Агрохмель», «Санары», «Родник» агрофирмăсенче, «Победа», «Янгорчино», «Хорнзор», Карл Маркс ячĕллĕ, «Луч», «Броневик» кооперативсенче те кал-кал пырать.
Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче вăй хуракансен кăçал 4401 гектар çинчен пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Хальхи вăхăтра вĕсене пÿлмесене васкавлăн хывассипе уй-хир карапĕсем çиччĕн тăрăшаççĕ. Хăватлă «Полесье» комбайнăн штурвалне Николай Тихонов çирĕп тытса пырать.
Хуçалăхра çĕр пулăхне лайăхлатассипе тĕллевлĕ тимленĕрен вырса илнĕ лаптăксенче тулăпа урпа та 32-шер центнер тухаççĕ. Водительсем çапса тĕшĕленĕ пĕрчĕллĕ культурăсене тырă типĕтмелли комплекса вăхăтра турттарса тăраççĕ. Чи хастар, сатур ĕçлекенсенчен пĕри – Николай Егоров. Вăл хурçă утпа çÿреме 17 çултах пуçăннă. Руль умĕнче – 40 çул. Аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ Н.Аливанов пĕлтернĕ тăрăх, куллен 500 тонна тырра пÿлмесене хываççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсем кĕр аки ирттерме 5400 гектар çĕр хатĕрленĕ. Юлнă – 669 гектар. Кĕр тыррисене ыттисенчен ытларах акма палăртнă предприятисем аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ (ĕç кăтартăвĕ – 2000 гектар) «Родникпа» «Агрохмель» (400 гектар), «Санары» (369), «Знамя» (350), «Кольцовка» (300), «Янгорчино» (280 гектар).
Кĕрхи çĕртме – пулас тухăç никĕсĕ. Тыр-пул вырса илнĕ хыççăн хуçалăхсем пурĕ 560 гектар çĕр сухаланă.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 21000 тонна (124,7 процент) сенаж, 5000 тонна (65 процент) утă, 6180 тонна (39,5 процент) силос хывнă.