20 августа 2008 г.
Çак сăмахсем тÿрех халăхра «унчченхи хăна çурчĕ» ятпа кĕрсе юлнă çурта куç умне кăлараççĕ. Ăнсăртран мар – йĕркесĕрлĕх куçа тăрăннипе.
Юриех шутласа тухрăмăр – кăткă йăвине аса илтерекен тĕрлĕ тĕслĕ реклама щичĕсемпе ялкăшакан çурт уйрăм предпринимательсен вăтăра яхăн точкине пĕрлештерет. Анчах вĕсенчен халиччен нихăшĕн те территорие хăтлăхпа тирпейлĕх кĕртесси пирки шутлама «вăхăт тупăнман» курăнать. Е паян укçа-тенкĕ пуç пулса кайрĕ те «театр вешалкăран пуçланать» каларăш этикет правилисенчен вуçех тухса ÿкрĕ; Е хулăн кĕсье мăнкăмăллăха çĕнсе ахаль çынсене – пĕрремĕшĕнчен хăйсен яланхи клиенчĕсене – хисеплеме чарать-ши; Илемлĕх, тирпейлĕх, йĕркелĕх реклама пекех суту-илÿн, тивĕçтерÿсен ĕçĕсен двигателĕ мар-и;..
Хăтлăх çукки ыйтусене пĕрин хыççăн теприне кăларать. Хирĕçлеместĕп, суту-илÿ, кану ытти точкăсен аш-чиккисем евро шайĕнчи юсавпа илемленнĕ. Çав вăхăтрах коридорти, картлашка площадкинчи «çĕтĕк» урайсемпе стенасем кăмăла пăсаççĕ. Çурт умĕпе кил хушшинче вара... Уяр çанталăкра та такăнтаракан çулпа йĕпе-сапара вуçех утма çук. Шăтăк-путăксене тулакан шыв кÿленчĕкĕсене лавкка картлашкисем урлă «çĕклеме» тивет. Хушшипе унта кĕрекен çул лаптăкĕсенчи «трамплинсем» те çумăрта шывпа тулаççĕ, территори пылчăкпа çăрăлать кăна. Çак тасамарлăх суту-илÿ точкисенех кĕрет мар-и; Территорире кашлакан çум-курăкпа çурт çывăхĕнчи ÿссе кайнă спмрейăчсем тавралăх сăнне пăсаççĕ.
Паха тĕслĕх кирлĕ-тĕк, аякка кайма кирлĕ мар. Акă Александр Ефимовăн «Снежана» суту-илÿпе кану центрĕсенех илер. Ăшран та, тулаш енчен те – илемлĕ, хăтлă, тирпейлĕ. Е тата Людмила Чугунникован «Калина» лавкка территоринех илер. Çула тротуара эрешлĕ брусчаткăсем сарса тухнă.
Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров пĕчĕк предпринимательствăна аталантарма çул парас указа алă пуснăччĕ. Депутатсен районти Пухăвĕ пулăшăва ÿстерме тĕллевлĕ программа йышăннă. Анчах хăш-пĕр «усламçăсен»чĕрисенче пачах та ырăпа тавăрас туйăм тĕвĕленмен курăнать. Унчченхи хăна çурчĕ патнех таврăнар. Пĕр-пĕрне е аякран килсе тухса парасса шаниччен пухăнса тавралăха илемлĕх кĕртме май пур-çке. Тен, кунта яваплă органсен çирĕп алли çитмест.