Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛ ОПЫТА ПАЙЛАКАН СЕМИНАР

23 августа 2008 г.

МАЛ ОПЫТА ПАЙЛАКАН СЕМИНАР

Виçĕмкун районти мил-лионер-шкулсенче «Шкулсен вĕрентĕве мо-дернизацилес условисенчи çĕнĕлле ĕçĕ-хĕлĕ» ятпа семинарсем иртрĕç. Вĕсене Канаш, Йĕпреç, Тăвай районĕсенчи вĕрентÿ ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Калининăри вăтам шкулта Тăвай тăрăхĕнчи вĕрентекенсемпе йĕркеленĕ тĕл пулу экскурсирен пуçланчĕ. Презентацире хăнасем шкулăн кулленхи пурнăçĕпе, вĕрентĕве кĕртнĕ тата кĕртме палăртнă çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Асăннă шкулăн, инноваци çулĕ çине чи малтан тăнăскерĕн, пайламалли паха опыт сахал мар – пĕлÿпе воспитани парас ĕçре те, пурлăх базине пĕлсе усă курнипе те, творчество потенциалне аталантарассипе те...

– Эпир ачана, ăна пур енлĕн аталантарассине малти вырăна лартатпăр, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче Татьяна Ефимова директор.

Шкулта проект ĕçĕ-хĕлĕ вăйлă аталаннă. Ачасен вăйĕпе географи пĕлтерĕшлĕ журнал кăларнине пĕлтернĕччĕ. Семинарта вара вырăс чĕлхипе литература тата кĕçĕн классен учительницисем А.А.Максимовапа Р.И.Константинова уроксенче проектпа модуль технологийĕсемпе епле усă курнине кăтартса пачĕç.

Кĕçнерникун районти шкул директорĕсемпе вĕрентекенсем те хирĕçле тĕл пулусене тухса кайрĕç, çÿлерех асăннă районсенчи шкулсемпе ача сачĕсенче пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика