Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАМĂР ПУРĂНАКАН ВЫРĂНА ЮРАТАР

23 августа 2008 г.

Тирпейлĕх ыйтăвне тăтăш çĕклетпĕр пулин те, чылайăшĕн ăс-тăнне вăл ниепле те пырса тивмест курăнать. Утма çулсенче, ун хĕррисенче, çурт çывăхĕсенче кĕленчесемпе канфет хучĕсем, чипсы-мăйăр пакечĕсем, ытти ăпăр-тапăр çав-çавах йăванать-ха, унта та кунта санкцилемен çÿп-çап куписем йĕркеленеççĕ, асфальтлă çул айăккисем хыт-хурапа хупланаççĕ...

Кĕçнерникун район администрацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ял поселенийĕсем тăрăх ирттернĕ «çул çÿрев» те хăш-пĕр çитменлĕхсене тупса палăртма май пачĕ. Пăртас ялĕнчи çуртсем умĕнчи çум-курăк поселени администрацийĕн территорийĕнче выртакан çÿп-çап миххисенчен, кăвайт юлашкийĕнчен самаях «çемçерех» курăнать. Автобус чарăнăвĕнче сăра кĕленчисем йăванаççĕ. Çынсем «хуçа курса çитереймест» тесе çапла нĕрсĕрле хăтланаççĕ-ши; Паллах, кунта çирĕп алă та кирлĕ.

Çав вăхăтрах шкул территорийĕнче ачасем хĕрсех ĕçлеççĕ, çÿп-çап тултарнă ланкашкаллă çула хăйăрпа хуплаççĕ.

Вăрманкасра, уйрăмах Калинино ял поселенийĕнче тирпей-илем кĕртессипе çине тăрса ĕçлени тÿрех сисĕнет. Хăмăш ялĕнче хыт-хура пачах курăнмасть, культура çурчĕ, шкул чечексем айне путнă.

Мăн Явăш ял поселенийĕнче кĕçех Çăкаллă Явăшран Чулкаçа каякан çĕнĕ çул уçăлĕ. Ун айăккипе ÿсекен вĕлтрен-хупаха çав кун тĕлне тĕппипех пĕтерсен аванччĕ...

Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Александр Ильич Ильин çитменлĕхсене пĕтерме ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе яваплă çыннисене çирĕп асăрхаттарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика