Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАТАРИ ЯЛСЕМ ТĔНЧЕПЕ ÇЫХĂНАÇÇĔ

23 августа 2008 г.

И.Куликов ертсе пыракан «Вурнарыдорстрой» акционер обществин ĕçченĕсем республика Президенчĕн ялсене асфальтлă çулпа çыхăнтарас программăна пурнăçлама уйрăмах пысăк тÿпе хываççĕ.

Кунти çул-йĕр ăстисем халĕ районти темиçе объектра тимлеççĕ. Г.Яковлев мастер йĕркелесе пынипе, акă, Пăртас тăрăхĕнчи катари ялсене асфальтлă çулсем хываççĕ. Вăрман варринчи пĕчĕк ялсене унччен кĕркунне-çуркунне гусеницăллă тракторсемпе те кĕрсе тухма йывăр пулнă.

Малашне Вăрман Шăхаль, Пĕнер Айкăш, Кĕперлĕ Кÿлхĕрри çĕршывăн кирек хăш хулипе тикĕс те шанчăклă çулпа çыхăнĕç. Пĕлтĕр асфальтлă çул Пăртасран Волонтера çитнĕччĕ. Акционер обществин çул-йĕр ăстисем çăва тухнăранпа ку тăрăхра кал-кал ĕçлеççĕ. Вĕсем Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ял уявĕ тĕлне – вăл августăн 30-мĕшĕнче иртмелле – яла Волонтерпа асфальтлă çулпа çыхăнтараççĕ. Кăçалах чаплă çул Пĕнер Айкăшпа Вăрман Шăхальне çитĕ.

«Пирĕншĕн, аякри пĕчĕк ялсенче пурăнакансемшĕн, тăрăшнăшăн хамăрăн Президента – Николай Васильевича – чĕререн тав тăватпăр», – теççĕ вăрман тăрăхĕн çыннисем.

– Пăртас ял поселенийĕн территорийĕнче кăçал пирĕн пурĕ 5,6 километр асфальт сарнă çул туса хута ямалла, – пĕлтерет “Вурнарыдорстрой” акционер обществин генеральнăй директорĕ Иван Николаевич Куликов. – Çул-йĕр ăстисенчен кашнийĕ яваплăха туйса вăй хурать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика