Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă шанчăклă алăра

23 августа 2008 г.

«Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитари предприятийĕн 6 филиал. Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти уйрăмах тухăçлă тимлет. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне ĕç кăтартăвĕ пуринчен пысăк – иртнĕ çулхинчен 1,5 хут нумайрах тырă йышăннă.

Район уй-хирĕнче кăна мар, Вăрнарти тырă йышăнакан предприятире те хĕрÿ тапхăр пырать. Яланхи пекех таса та тирпейлĕ территорие кĕрсенех уй-хир ылтăнне типĕтмелли комплексра агрегатсем пĕр тикĕс ĕçлени илтĕнет. Тин çеç хуçалăхсем илсе килнĕ тыррăн ырă шăрши сăмсана кÿ пырса кĕрет. Предприятипе тĕрлĕ регионсенчи ял хуçалăх таварне туса илекенсем çыхăну тытаççĕ. Çавăнпа-тăр пĕрчĕллĕ культурăсене сортламалли çĕрте, кĕлетсенче – тавраллах тырă. Хăш-пĕр кунсенче талккăн-талккăн кăна ура пусма пулать. Улатăр, Çĕмĕрле районĕсенче тырă йышăнакан предприятисем ĕçлесен те унти хуçалăхсенчи тырă тиенĕ машинăсем Вăрнара васкаççĕ. Ку, паллах, ырă пулăм. Мĕнпе илĕртет-ха Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти;

Ĕçне кура – хисепĕ теççĕ. Акă хурçă утсем çуракине тухичченех предприятире тырă йышăнма хатĕрленме пуçланă. Çавăнпа сушилкăсенче, кĕлетсенче санитари лару-тăрăвĕ лайăх. Тырă упрама пĕтĕм услови пур. Яваплăх пысăк пулнăран, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама хастаррăн тăрăшнăран Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти аталану çулĕпе пырать. А.Богданов директор каланă тăрăх, паянхи куна патшалăхран кивçен укçа илмен.

Технологи лабораторийĕнче кÿрсе килнĕ уй-хир ылтăнĕн пахалăхне çийĕнчех тĕрĕслеççĕ. Иртнĕ çул кунта вăй хуракансем иккĕн анчахчĕ. Вырма вăхăтĕнче пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ самаях ÿсет. Çавна шута илсе тепĕр икĕ çын валли ĕç вырăнĕ туса панă. Лабораторире тăваттăн вăй хураççĕ: Надежда Петрова – ертÿçĕ, Наталия Аверкинапа Галина Иванова – техник-лаборантсем, Анна Багрова – проба илекен. Вĕсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлани ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен кăмăлĕ савăк пулнинчен аван курăнать.

– Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти – питĕ шанчăклă организаци. Кунта тыр-пул пахалăхне тĕрĕс кăтартаççĕ. Тата сутнă пĕрчĕллĕ культурăсемшĕн укçа-тенкĕпе çийĕнчех татăлаççĕ, – хавхалануллăн калаçать «Знамя» кооператив ертÿçи Вячеслав Васильев. – Ак паян та машина тулли тырă илсе килтĕмĕр.

Уй-хир ылтăнĕ килсех тăнă пирки лабораторире çурçĕр иртичченех ĕç шавĕ татăлмасть. Тырăра клейковина, нÿрĕлĕх мĕн чухлине, унăн тасалăхне тата ыттине тĕрĕслемелле. Анализсене çав тери тĕплĕн тумалла, йăнăшма юрамасть. Лабораторире ГОСТ ыйтнă пек тĕрлĕ хатĕрсемпе – «БИС – 1» цифрăллă аппаратпа, типĕтмелли шкафпа, пĕчĕк арманпа, электрота-расапа тата ыттисемпе – усă кураççĕ. Хальлĕхе Улатăр районĕнчи «Агро» тулли мар яваплă общество илсе килнĕ тырăри клейковина хисепĕ (27 процент) ытти хуçалăхрисенчен пысăкрах.

– Тырра тасатса типĕтнĕ хыççăн «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитари предприятийĕн Канашри тата Шупашкарти элеваторĕсене ăсатаççĕ. Унти тĕрĕслев кăтартăвĕсем пирĕннипе яланах пĕр килеççĕ, – кăмăллăн пĕлтерчĕ Надежда Дмитриевна. – Лабораторие иртнĕ çул тата тепĕр пилĕк çуллăха аттестациленĕ.

Предприятире икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Икĕ сушилка харăс 1 сехетре 32 тонна тырă типĕтсе кăларать. «Нÿрĕклĕх хисепне 14 процентран ирттерместпĕр», – терĕ Анатолий Сергеев мастер. Тырра кондицие çитернĕ хыççăн классем тăрăх уйăрса кĕлетсене хураççĕ. Предприятипе Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ тачă çыхăну тытать. Кĕлетре выльăх апачлĕх тырă вырăн тупнă ĕнтĕ. Лабораторире вăй хуракансем пĕрчĕллĕ культурăсене пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Калас пулать, кĕлетсенче Федераци фончĕн вăрлăхне те упраççĕ.

Вăрнарти тырă йышăнакан предприятин малашлăхĕ çутă пуласси яр уççăнах курăнать. Вăл ял хуçалăх организацийĕсене яланах пулăшма хатĕр. Килĕшÿсем туса çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, транспортпа, укçа-тенкĕпе тивĕçтерет.

«Уй-хир тулли, тырри-пулли,

Пусси, пусси сарă тулли, – хавасланса юрлать çĕр ĕçченĕ. Çапах та вăл тĕш тырăсене пĕтĕмпех пухса кĕртсен кăна хаш сывласа ярĕ. «Чăваштырăпродукчĕ» ПУПăн Вăрнарти филиалĕ уй-хир ылтăнне хапăлласах туянать, упрама та хурать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика