13 августа 2008 г.
Пĕтĕм тĕнчери «XOУП Проект» ыр кăмăллăх организацийĕ 2006 çултанпа «Пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвне паракан учрежденийĕсенче вĕренекенсем хушшинче ВИЧ-инфекци тĕлĕшпе профилактика ирттермелли программа» тăват çуллăх проекта пурнăçа кĕртессипе тимлет. Унта Раççей Федерацийĕнчи 10 регион – Иркутск, Оренбург, Саратов, Ростов, Иваново облаçĕсем, Буряти, Чăваш, Çурçĕр Осети-Алани, Удмурти Республикисем, Ямало-Ненецки автономи округĕ – хутшăннă.
2008 çулта çак проекта Раççей Федерацийĕнчи тата 6 регион хутшăнмалла. Унăн тĕллевĕ пысăк – çамрăксен сывлăхне сыхласси тата вĕсене ВИЧ-инфекци ересрен «Усăллă проект: чăн-чăн альтернативăсем» профилактика мероприятийĕсене ĕçе кĕртсе асăрхаттарасси. 4 çул хушшинче РФ 16 регионĕнче пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчи 38 пин вĕренекене ăс-тăн пама, профилактика программине ĕçе кĕртес тата хаклас тĕлĕшпе вĕрентÿ тытăмĕнчи 2500 специалиста, сывлăх сыхлавĕнчи 1100 ĕçчене хатĕрлеме палăртнă.
Пирĕн республикăра проекта 25 учреждени хутшăнать. Вĕрентĕвĕн 2 тапхăрĕ иртнĕ ĕнтĕ. Вăрнарти 29-мĕш училище виççĕмĕш тапхăра хутшăнĕ. Кунти педагогсене, медицина ĕçченне ятарласа пĕлÿ парĕç, методика тата вĕренÿ пособийĕсемпе тивĕçтерĕç.