Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетекен уяв

13 августа 2008 г.

Спорт тусĕсен кăçалхи профессилле кунĕ тĕнчери сумлă ăмăртупа пĕр вăхăтра килчĕ. Вĕсем Пекинра пыракан 29-мĕш Олимп вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ ентешĕмĕрсен вăйĕпе хавхаланса, шăматкун «Химик» стадионра иртнĕ уява та чылаййăн пухăнчĕç.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов пухăннисене республикăри паллă спортсменсен çитĕнĕвĕсем патне туртăнма, уява халалланă ăмăртусенче ăнăçлă старт илсе çĕнтерÿсем тума суннă. Социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов кăçалхи ÿсĕмсем çинче чарăнса тăнă, район ят-сумне спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче çĕклекен спортсменсене асăннă. Чи маттуррисене, хастаррисене Хисеп грамотисемпе чысланă.

«Химик» спорт клубĕ хатĕрленĕ курав уяв хăнисене «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн» спорт аталанăвĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллашма май панă. Заводри тата ун тулашĕнчи тĕрлĕ ăмăртусене çутатакан фотоальбомсем, грамотăсемпе дипломсем, кубоксем – пĕтĕмпех футбол клубĕн çитĕнĕвĕсем.

Хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем те çак кун чăн-чăн спорт уявĕ йĕркеленĕ. Пĕчĕк Олимп вăййисенче цехсенче ĕçлекенсем туслăн кĕрешнĕ.

Физкультурник кунне халалланă мини-футбол турнирне пĕтĕмпе вунсакăр команда хутшăннă. Предприятисем хушшинче малти вырăна пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсемех – «Вурнарыдорстрой» команда çамрăкĕсем – тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче – «Санары» агрофирма тата Калининăри вăтам шкул командисем.

Ял-хула поселенийĕсем хушшинче ярмушкасем, уйкас-кипексем тата вăрнарсем сатуртарах вылянă.

Волейболта призлă вырăнсем çапла пайланнă: арçынсем хушшинче «Вурнарыгаз» – пĕрремĕш, Вăрнар поселокĕн тата Ершепуç ял çамрăкĕсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш; хĕрарăмсем хушшшинче çавалкассем – пĕрремĕшсем, Вăрнар хула тата Çĕрпел ял поселенийĕсен командисем – кĕмĕл тата бронза призерсем.

Çемье эстафетинче Мăньял Хапăсри Тикиневсемпе Вăрнарти Федоровсем кăçал та чи маттуррисем пулнă. Канат туртассипе чи вăйлисем – «Вурнарыдорстрой» АУО-н, Калинино тата Уйкас Кипек ял поселенийĕсен командисем.

Шахмат турнирĕн чи çÿллĕ йĕркисене Малти Ишекри Виссарион Афанасьев, Вăрнарти Валерий Наумов тата Чăрăш Ишекри Виталий Павлов йышăннă, шашка енĕпе – Хирпуçĕнчи Майкл Петров, Вăрнарти Дмитрий Максимов тата Хурăнсур Çармăсри Евгений Никитин.

Çĕнтерÿ лайăх, анчах та ÿт-пĕве пиçĕхтерни, сывлăха çирĕплетни хаклăрах. Тепĕр ăмăртуччен сывпуллашса çакна уява хутшăннă кашни спортсменах палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика