Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальлĕхе – 6 медаль

13 августа 2008 г.

Пекинра Олимпиада уçăлнă хыççăн тепĕр куннех ухăçсем старта тухнă. Раççей командине кĕнĕ Бальжиним Цыремпилов, Андрей Абрамов, Баир Баденов чĕрĕк финалта тупăшнă, анчах ăмăрту пирĕннисемшĕн ăнăçлă вĕçленмен: Китай команди 209:217 шутпа çĕнтерсе çурма финала тухнă. «Китай команди нихăçан та çакнашкал лайăх пемен, вĕсене уйрăмах ăмăрту вĕçĕнче ăнчĕ. Хама вара лайăх петĕм тесе калаймастăп. Çил вĕрни те витĕм кÿчĕ пулмалла», – тенĕ Б.Цыремпилов «Спорт» телеканал корреспондентне. Ĕнер пирĕн ухăçсем команда турнирĕнче ăмăртнă.

Хальлĕхе Раççей командин пухматĕнче – 6 (4 кĕмĕл, 2 бронза) медаль.

Пневматика пистолетĕнчен 10 метртан тĕл перессипе Раççей спортсменки Наталья Падерина «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ. Любовь Галкина та тĕл перессипе иккĕмĕш вырăна тухнă. Алексей Алипов трэп дисциплинăра бронза медале тивĕçнĕ.

Юлия Пахалинăпа Анастасия Позднякова 3 метрлă трамплинран синхрон мелĕпе сиксе медальсен йышне пуянлатнă, Китай спортсменĕсем хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Дмитрий Доброскокпа Глеб Гальперин вышка çинчен синхрон мелĕпе сиксе бронза медалĕсем çĕнсе илнĕ. Йывăр атлетсен ăмăртăвĕнче те çитĕнÿсем пур. Хĕрарăмсен тупăшăвĕнче Марина Шаинова (58 кг çитĕннисем ушкăнĕнче) «кĕмĕле» тивĕçнĕ.

Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, Раççей хальлĕхе 15-мĕш вырăн йышăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика