13 августа 2008 г.
«АПК аталанăвĕ» наци проектне пула килти хушма хуçалăх тытакансем Раççей Перекет банкĕн тата Раççей Ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕсенчен çăмăллăхлă кредитсем илме 2006 çулта пуçларĕç. Çак вăхăтран тытăнса кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен районта мĕн пурĕ 1841 çынна кивçен укçапа тивĕçтернĕ. Вĕсем çÿлте асăннă банксенчен 254882,41 тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ял çыннисем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вите-сарай çĕкленĕ, техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннă тата ыт. те.
Мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă çынсем ытларах Мăн Явăш тăрăхĕнче пурăнаççĕ. Кунта хушма хуçалăх тытакансен 19 проценчĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Кĕçĕн Кипек, Уйкас Кипек, Çавалкас, Калинино ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те хастар. Анчах та Пăртас ял тăрăхĕнчи çынсем пуçарулăх кăтартмаççĕ. Килти хуçалăха тытакансен 8 проценчĕ кăна кредит илнĕ.