Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсем пур

13 августа 2008 г.

Кăçалхи çичĕ уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсем 1380 тонна (иртнĕ çулхи çак вăхăтри шайăн 98 проценчĕ) аш-какай туса илнĕ. Çав шутран мăйракаллă шултра выльăхăн ашĕ – 461,6 тонна (109,3 процент), сыснан – 907,3 тонна (93,6), кайăк-кĕшĕкĕн – 7,9 тонна (149,1 процент), ытти выльăхăн – 3,1 тонна. Кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе Вăрнарти инкубаторпа кайăк-кĕшĕк станцийĕ тухăçлă тимлет.

Фермăра вăй хуракансен тăрăшулăхĕ куç умĕнче: ĕç кăтартăвĕсем ÿсеççĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра 2250 пуç ĕнепе пушмак пăрăва, 1975 сысна амипе пĕрре те çăвăрламаннисене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ тата чуптарнă. 100 ĕне пуçне 54 пăру (81 процент) илнĕ, 1182 сысна ами (95 процент) çăвăрланă.

Мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра – 519 грамм (пĕлтĕр – 517), сыснасене – 383 грамм (364) ÿт хуштарнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсем мăйракаллă шултра выльăхсене халăхран 30 пуç ытларах туяннă. Çав вăхăтрах ял çыннисене сыснасем пĕлтĕрхинчен сахалтарах сутнă.

Сĕт халăхран пуçтарассипе «Янгорчино» кооперативра анчах тĕллевлĕ ĕçленĕ. Кунта çичĕ уйăхра килти хушма хуçалăх тытакансенчен 104,7 тонна сĕт туяннă. Калас пулать, çĕрпелсем ку ĕçре ÿсĕмсем тунă, мĕншĕн тесен 2007 çулхи çичĕ уйăхра акă сĕт халăхран 16,9 тонна пуçтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика