Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂНТĂР ОСЕТИ ВĂРÇĂ ÇУЛĂМĔНЧЕ

13 августа 2008 г.

Чăнлăх пăсăлчĕ: Олимпиада пынă тапхăрта артиллери шăпланать теççĕ те, шăпах çав кун, Пекинра çуллахи XXIX Олимп вăййисен çулăмĕ ялкăшма тытăннă вăхăтра, Çурçĕр Кавказра юнлă хирĕç тăру пуçланчĕ – тĕрĕсрех, вăрçă. Çар специалисчĕсем палăртнă тăрăх, ку вăрçă – фронтсемсĕр, малти линисемсĕр, флангсемсĕр... Мĕншĕн тесен Кăнтăр Осетире грузинсемпе осетинсем пурăнакан ялсем – кÿршĕллĕ, вĕсем кунта хутăшса пĕтнĕ. Хирĕç тăракан икĕ енĕн малтанхи пĕчĕк тытăçăвĕсем масштаблă çапăçăвах куçрĕç.

Телекурав сюжечĕсене пăхатăн та, радиохыпарлав кăларăмĕсене илтетĕн те – чунра лăпкă мар: çар çыннисемпе пĕрлех вăрçă çулăмĕнче алла пăшал нихăçан та тытса курман хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча вилеççĕ, вĕсен шучĕ сехетсерен ÿсет, грузинсем Цхинвал хулине тĕпрен аркатнă, вунна яхăн яла пĕтернĕ. Çынсен çухатăвĕ тата ытларах пулма пултарнă, юрать, лару-тăру хĕрÿленме тытăннине туйса вĕсене лăпкăрах, вăрçă-харçă кĕрлемен вырăна маларах куçарма ĕлкĕрнĕ: Кăнтăр Осетири йăхташĕсене Çурçĕр Осети йышăннă.

Тискер вăрçа Грузи президенчĕ М.Саакашвили пуçларĕ. Хальлĕхе хирĕç тăрăвăн икĕ енĕ те хăйĕн версине тĕрĕс тет. Анчах Грузи хăйне тем пек тÿрре кăларма тăрăшни кунта пачах та вырăнлă мар, çылăхлă та. Вилнисен умĕнче. Вăрçăра, паллă, мирлĕ халăх ытларах вилет. Кăнтăр Осети президенчĕ Эдуард Кокойты ĕнерхи телесюжетра Прис, Дменис, Сарабук ялĕсенче вилнисемпе аманнисем питĕ нумаййине пĕлтерчĕ. Больницăсемпе вăхăтлăх йĕркеленĕ госпитальсенче аманнисене сиплеме медикамент çитмест, вĕсене вырнаçтарма вырăн çук. Çав вăхăтрах Тбилиси осетинсем, грузинсем ытларах пурăнакан Эредви, Приси, Авневи, Двани, Нули салисене тĕрлĕ хĕç-пăшалтан пени çинчен пĕлтерет, темшĕн-çке вĕсенче мĕн чухлĕ халăх, çурт пĕтни çинчен хыпарламаççĕ.

Конфликт зонинче тăнăçлăха тытса тăракан хутăш вăйсем пулни кăна вăрçă çулăмне аталанма памасть. Ытти çĕршыв сăнавçисен (çав шутра ОБСЕ миссийĕн) доклачĕсем фронт линийĕнчен килекен сводкăсене аса илтереççĕ. Енчен вăрçăн малтанхи сехетĕнче вăл «гранатометсен, автоматсен тата стрелоксен хĕç-пăшалĕн перкелешĕвĕ» пулнă-тăк, каярахпа «грузинсемпе осетинсен юнлă хирĕç тăрăвĕ» ăнлава куçнă. Э.Кокойты президент кун пирки ĕнерхи телесюжетрах уçăмлăн çапла пĕлтерчĕ: «Америка хĕтĕртнипе Кăнтăр Осети территорине аннексилесси (ярса илесси. – Авт.) пырать. Кунпа эпир килĕшме пултараймастпăр, çапла тума та памастпăр».

«Чăннипех, икĕ енĕ те пысăк вăрçа хатĕрленет, – килĕшет президентпа республикăн Хăрушсăрлăх Канашĕн секретарĕ Анатолий Баранкевич. – Грузи Цхинвал çывăхне 5-мĕш бригадăн механизациленĕ батальонне куçарать. Грузин ытти çар чаçĕпе подразделенийĕ те вăрçă вăхăтĕнчи тăрăмра». Юлашки икĕ-виçĕ çулта Грузи хăйĕн çар хăватне вăтăр хут ÿстернĕ. Çапла тума ăна ыттисем пулăшнă: Украина – çĕнĕ çар техникипе, АПШ – çар инструкторĕсемпе. Грузин çар çыннисем Афганистанра, Иракра çар ăсталăхне туптанă. Кăнтăр Осетие шăпах вĕсем тапăнса кĕнĕ те. Осетинсен çарĕ, паллах, НАТО тытăмĕнчи тата унта кĕме талпăнакан çĕршывсем пулăшнипе хăват илнĕ Грузи çарĕнчен вăйсăртарах, анчах, çар эксперчĕсем палăртнă тăрăх, тапăнакан енĕн сăртлă-туллă республикăра ÿсĕмĕ-çĕнтерĕвĕ пысăках пулмĕ. Енчен те юнлă хирĕç тăру анлăрах сарăлсан Абхази Кăнтăр Осетипе тунă килĕшĕве тĕпе хурĕ, йышăнман республикăна пулăшса Грузин çар позицийĕсене тапăнма пултарĕ. Çакă чăна килсен, Грузи çарĕн хăвачĕ пысăк пулин те, икĕ фронтпа çапăçма унăн мехел çитмĕ.

Грузипе Кăнтăр Осети хушшинче вăрçă пынă вăхăтра çав зонăра тăнăçлăха упрама тата тавăрма пулăшакан Раççей салтакĕсен те хĕç-пăшалпа усă курма тивет. Вĕсем çине йывăр артиллерирен, 150 миллиметрлă гаубицăран пеме тытăнсан Сарабук, Ванати тата Дменис салисем çывăхĕнчи позицисенче пирĕн 9 салтак вилни çинчен пĕлтерчĕç, каярахпа çак цифра 30-а çитрĕ. Паллах, вăрçă – вăрçах. Вăл çухатусăрах пулмасть. Хальлĕхе икĕ пин ытларах çын пурнăçĕ татăлнă. Унта хĕсметре тăракан ентешсен шăпипе кăсăкланса ĕнер ирех республика тата Шупашкар хула çар комиссариачĕсемпе телефонпа çыхăнтăмăр: «Турă хăтартăр, кун пек усал хыпар пирĕн пата çитмен-ха»...

Статьяна пичете париччен тĕрлĕ информагенство сайчĕсенчен çакна пĕлтĕмĕр: çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче çапăçу лăпланман: Грузин çар самолечĕ Цхинвала атакăланă, Иракри салтакĕсене АПШ самолечĕсемпе илсе килнĕ.

Раççей Кăнтăр Осети халăхне гуманитари пулăшăвĕ кÿрес тĕллевпе МЧС колоннине унта ăсатнă. Мускав правительстви Цхинвалри çул-йĕре, пурăнмалли çуртсене юсама тата çĕнĕрен тума 2,5 миллиард тенкĕ куçарнă.

Ахаль те лăпкă мар регионти хăш-пĕр патшалăхăн пысăк амбициллĕ ертÿçисем хĕтĕртнипе чĕртнĕ вăрçа хальтерех чармасан вăл унта ытти патшалăхсене туртса кĕме, çухату-инкек калăпăшне вышкайсăр пысăклатма пултарать. Турă хăтартăр ун пек хăрушă синкертен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика