Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУН КИЛЕНĔÇНЕ ЧЕЧЕКСЕНЧЕ ТУПНĂ

13 августа 2008 г.

ЧУН КИЛЕНĔÇНЕ ЧЕЧЕКСЕНЧЕ ТУПНĂ

Кашни килен-каянах тытса чараççĕ вĕсен пахчинче çиçекен куç тулли чечексем. Çиелтен шутланипе кăна – вунпилĕк тĕсрен ытла. Арăш-пирĕш мар, кашнине ятарласа йĕркелесе лартнă: хĕрлисем шупкисемпе кĕреннисем хушшинче ялкăшаççĕ, вĕсене шуррисем, кăваккисем, йăрăмлисем хупăрланă... Мĕн юр кайса пĕтнĕренпе хура кĕркуннеччен илĕртеççĕ вĕсем хăйсен асамлăхĕпе. Чÿрече янаххисем çинче тата мĕн тĕрли кăна çук-ши;

Кивçурт Енĕшри Ольга Яковлевна Ильина, çак илемĕн чăн-чăн хуçи, вĕсене типтерлĕн пăхать, ачисемпе калаçнăн чунне уçать.

Чăн та, пахчара, пÿлĕмре ÿсекен чечексем камăн чĕрине ăшăтмаççĕ-ши; Вĕсем пÿрт-çурта илем кÿнисĕр пуçне йывăр кăмăл-туйăма та уçаçççĕ, чуна çĕклеççĕ. Ольга Яковлевна çак тĕлĕнтермĕш тĕнчепе «чирлени» те ахальтен мар ĕнтĕ. Пурнăçра йывăрлăхне самай тÿсме тивнĕрен, шăпах чечексенче чун киленĕçне тупнă.

Пĕр ялтан пулнăран, пĕлетĕп, телей «курки» ун аллинчен пĕрре кăна мар тăкăннă, шăпа синкерĕ ăна çамрăклах пырса çапнă. Кÿршĕлле Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнчен качча килнĕскер, çамрăклах, 32 çултах, мăшăрĕсĕр тăрса юлчĕ. Паянхи пекех лайăх ас тăватăп Ваня пиччене пытарнă куна. Шартлама нарăс кунĕсем. Пĕтĕм ял-йыш ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕрне юлашки çула ăсатать. Сарăмсăр вилĕмччен темиçе кун маларах кăна вăл пире, шкултан питсене тăм илтерсе таврăнакан вĕтĕр-шакăра, питсене юрпа сăтăрнă май вăрçса илнĕччĕ. Çилленсе мар паллах – ăс парса. Ачасене вилсе каясла юрататчĕ. Пире, шăпăрлансене, çунапа пĕрмаях катаччи чуптарни те асăмрах.

Шел, хăйĕн çичĕ тĕпренчĕкĕ тăлăха юлчĕ. Тин кăна çĕнĕ çурт çавăрса йĕркеллĕ пурăнма тытăннăччĕ...

Сасартăк пырса çапнă инкеке мĕнле тÿссе ирттернине Ольга Яковлевна хăй кăна лайăх пĕлет. Çамрăкла юратнă çыннисĕр юлнипе, пĕринчен тепри пĕчĕкрех ачисене ура çине мĕнле тăратас тесе шутланипе мĕн чухлĕ ыйхăсăр каç ирттермен-ши вăл; Йывăр вăхăтра ывăл-хĕрĕсене ыталаса йĕнĕ. Анчах та вĕсене çынлăха, тĕрĕслĕхе, ырăлăха хăнăхтарасси пирки нихăçан та манман. Пысăк çухату чĕринче тÿрленми сурансем хăварнă пулин те, ачисемшĕн ăшă туйăмсем яланах çитнĕ. Паян Ольга Яковлевнашăн вĕсем – чăн-чăн пурнăç тĕрекĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесне саланнăскерсем, тăван амăшне куç пек упраççĕ. Аслă хĕрĕпе, Аленăпа, кĕçĕнни, Олеся, Красноармейски районĕнче тĕпленнĕ, пĕри Упинчи вăтам шкулта, тепри çула çитменнисен ятарлă шкулĕнче вăй хураççĕ. Алеша Шупашкарта – йĕрке хуралçинче. Надя Элĕк районне качча тухнă. Маринăпа мăшăрĕ Мускавра ĕçлеççĕ. Андрейпа Вова ывăлĕсем амăшĕ çумĕнче.

Пурте мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Фермăра сыснасем чĕртнĕ çĕрте ĕçленĕ амăшне пулăшма шкул хыççăн чупатчĕç, çулласенче лашапа ешĕл масса турттарса паратчĕç. Ял çинче вĕсем çинчен усал каланине нихăçан та илтмен.

Мĕн фермăсене «пайлама» пуçличченех тимлерĕ Ольга Яковлевна кунта. Ăмăртса ĕçленĕ. Ырă тĕслĕхе ăна пĕрре кăна лартман. Кăтартусемпе малта пынă. Шел, пăтрануллă самана ялăн фермисене те пĕтерчĕ, ишĕлчĕк, çум-курăк ăшне турĕ.

Вăхăт çитмесĕрех ĕçсĕр тăрса юлнă ытти çынсем пекех Ольга Яковлевна та кил-хуçалăха аталантарассипе чылай тимлеме, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннă. Урăхла май çук. Ачисене вĕрентмелле, çын тумалла.

Чечексемпе те çак вăхăталла кăсăкланма тытăннă вăл. Малтан пÿлĕмрисене ĕрчетнĕ. Кăшт вăхăтран урам пахчинчи чие-хурлăхан тĕмĕсене те вĕсемех улăштарнă. Ку ĕçре амăшне ачисем те пулăшаççĕ. Уйрăмах кĕçĕн ывăлĕн Вовăн алли лайăх ларать.

– Чечек çитĕнтересси чăнахах кăсăклă иккен. Кашнин хăйĕн уйрăмлăхĕ. Вĕсене мĕнле пăхмаллине халĕ ятарлă «Килти чечексем» журнал тăрăх вуласа пĕлетĕп, – пытармасть Ольга Яковлевна. – Тĕнчене илем çăлать теççĕ те, чечексенче те асамлă вăй пурах пулĕ – вĕсем чуна лăплантараççĕ, усал шухăшсенчен çăлаççĕ. Эппин, çĕр çинче илемпе тăнăçлăх кăна хуçалантăр, – тет вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика