13 августа 2008 г.
Тунтикун ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Чи малтан вăл ял-хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ. Унта выльăх-чĕрлĕх продукцине ытларах туса илесси тата вырнаçтарасси пирки калаçнă. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Георгий Романов сăмах илнĕ май мĕн пур тытăмри хуçалăхсем çак тапхăрта сĕт 29480 тонна туса илнине пĕлтернĕ. Ку вăл çулталăкра пурнăçламалли планăн 68 проценчĕ. Мăн Явăш, Ершепуç, Уйкас Кипек, Хирпуç, Шĕнер Ишек ял тăрăхĕсенче кăтартусем пысăк пулсан Упнер, Мăн Турхан, Санарпуç, Аçăмçырми ял тăрăхĕсенче сĕт суса илессипе начартарах ĕçленĕ.
Аш туса илессипе плана 40 процент кăна пурнăçланă. Малти Ишек (70 процент), Санарпуç (61 процент), Хирпуç (59 процент) ял тăрăхĕсенче вара хастар тимленĕ. Анчах та пур çĕрте те тăрăшулăх курăнмасть: Аçăмçырми, Пăртас, Калинино ял тăрăхĕсенче плана 30 процентран кăшт кăна ирттерсе пурнăçланă.
Михаил Игнатьев ял-хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсене яваплăха туйса ĕçлемелли пирки çирĕп каланă. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин апат-çимĕç фондне пуянлатма халăхран аш туянассине йĕркелесси çинчен йышăнăва алă пуснă. Графика тĕпе хурса ятарлă машинăсем ял тăрăхĕсене тухса çÿрĕç, ял çыннисене выльăхсене аш-какай комбинатне илсе килме пулăшĕç.
Çак кунах ял хуçалăх министрĕпе район пуçлăхĕ ултă ял хуçалăх предприятийĕнче пулнă, вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă.