13 августа 2008 г.

Чăваш ен Кубокĕн финал вăййисем кăçал юбилейлă датăра иртнĕ – ăна 70-мĕш хут выляттарнă. Пĕлтĕрхи пекех уншăн республикăри чи вăйлă икĕ футбол команди тупăшнă – Вăрнарти «Химик – Август» тата Етĕрнери «Рубин».
Вăрнар футболисчĕсем финала улттăмĕш хут тухнă. Аса илтерме, 2000 çулччен «Химик» пĕрремĕш ушкăнра вылянă, 2001 çултанпа – аслă дивизонри вăйăсенче. 2003 çулта Чăваш ен Кубокĕн финалне тухма тивĕçнĕччĕ. Шел, ун чухне Шупашкарти «СК – Центра» выляса янăччĕ.
«Химиксем» çулталăкранах палăрчĕç. 2004 çулта Çĕмĕрлери «Звездана» 5:3, 2005-мĕшĕнче – Шупашкарти «Крылья» командăна 3:2, 2006-мĕшĕнче Шупашкарти «ЗЭИМ-Лайна» 2:0, пĕлтĕр Етĕрнери «Рубин» командăна 2:1 шутпа çĕнтерсе Кубока алăран вĕçертмерĕç. Кăçалхи финал çĕнтерÿçи те – Вăрнарти «Химик – Август»!
Историе илес пулсан, Чăваш ен Кубокĕ 1943 çулта та вăрнарсен аллинче пулнă. Вăрнарти çар чаçĕ Шупашкарти «Сталинецран» ăна 3:0 шутпа çĕнсе илнĕ.
– Пĕрремĕш таймра вăйă шутне пирĕн футболист Сергей Пегинеев уçрĕ. Тайм вĕçлениччен етĕрнесем мечĕк шучĕсене танлаштарчĕç. Тăхтав хыççăн етĕрнесем мала тухрĕç. Анчах пилĕк минутранах Александр Балыбердин тапса панипе Хирпуç каччи Дима Алексеев мечĕксен шутне 2:2-не çитерчĕ. Вăхăтчен виçĕ минут маларах тепĕр Вăрнар çамрăкĕ Роман Шалин çĕнтерÿллĕ гол тапса кĕртрĕ... – каласа парать çĕнтерÿпе хавхаланнă «Химик» спорт клубĕн директорĕ Евгений Захаров.
Кăçалхи вăйăсем «Химик – Августшăн» хĕрÿ иртрĕç. Çухатусем те пулчĕç паллах. Анчах та каччăсем мала талпăнса тухма пултарчĕçех. Турнирăн 1Ÿ8 пайĕнче акă пирĕн команда Шупашкарти «НикА» командăпа вăййа çапла вĕçлерĕ – 6:4. Мечĕксене Евгений Мамайкин, Владислав Жученко (пенальтипе) тапса кĕртнĕ.
Чĕрĕк финалта Шупашкарти ОМОН-ран «Химик–Август» 2:1 шутпа выляса илчĕ. Гол «хуçисем» – Евгений Мамайкин тата Сергей Димитриев.
Çурма финалта Çĕмĕрлери футбол клубĕпе вылянă тĕл пулусенче командăна Евгений Мамайкин, Роман Шалин тата Сергей Димитриев очкосем парнеленĕ.
Чăваш Республикин футбол федерацийĕн йышăнăвĕ те савăнăçлă: Чăваш енĕн футбол Кубокĕ яланлăхах «Химик – Август» командăн аллинче юлĕ, заводăн Ĕç мухтавĕн музейĕнче упранĕ.
«Химик – Август» команда чăннипех те республикăн футбол историне ку таранччен пулман ÿсĕмпе кĕчĕ – халиччен Кубок нихăш командăра та пилĕк çул харăс пулман. Район ят-сумне çĕклекен командăна таса çĕнтерÿпе саламлатпăр, çĕнтерÿ ялавне яланах çÿлте тытса пыма ăнăçу сунатпăр.