09 августа 2008 г.
«Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе икĕ çул тăрăшнă хыççăн районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хăвăртрах аталанма тытăнчĕ. Килти хушма хуçалăх тытакансем те патшалăх программине ĕçе кĕртме хастар хутшăнаççĕ.
Кăçалхи çичĕ уйăхра мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 3367 тонна аш, пĕлтĕрхинчен икĕ процент ытларах, туса илнĕ. Вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 1380 тонна. Кăтартуллă тимлекеннисем – аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, «Родник», «Кольцовка» агрофирмăсем, Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя», «Янгорчино» кооперативсем. Пĕтĕмĕшле илсен килти хуçалăх тытакансен ĕç кăтартăвĕ пысăкрах – плана 104,2 процент пурнăçланă.
Сĕте пĕтĕмпе 20149 тонна (пĕлтĕрхи çичĕ уйăхра – 19144) туса илнĕ. Çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 4922 тонна (110 процент). Килти хушма хуçалăхсенче тăрăшакансем плана 103,8 процент пурнăçланă. Цифрăсем ĕнесен продуктивлăхĕ ÿснине кăтартаççĕ. Выльăхсен ăратлăхне лайăхлатассипе тĕллевлĕн ĕçлени курăмлă. Кăçалхи çичĕ уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 2294 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан пĕлтĕр çак тапхăрта – 2160 килограмм пулнă.
Хушма тупăш илме уйрăм çынсем те мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама пуçларĕç: вĕсен йышне çак тапхăрта 260 пуç пысăклатнă. Хальхи вăхăтра сĕте 5 тенкĕпе пуçтарнипе ялта пурăнакансем кăмăлсăр паллах. Мĕн тăвас, ытлашшине сутма тивет. Çавах та выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ çĕршывра, республикăра ытлăн-çитлĕн пултăр тесе тăрăшакансем сĕт хакĕ ÿсессе шанаççĕ.
Ÿркенмен, теветкеллĕ тимлекен çынсем кайăк-кĕшĕк йышне пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 13 процент ÿстернĕ. Хур-кăвакала Мăньял Хапăсри Çÿçелĕх урамĕнче пурăнакансем те усрасшăн. Анчах та кунти пĕвене пĕтĕмпех йăш тулнă, вырăнăн-вырăнăн курăк пусса илнĕ.
– Пĕвене чĕртесси пирки лару-пухусенче те пĕрре мар ыйту çĕклерĕмĕр, – терĕ Анатолий Порфирьев. – Тепĕр тесен пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма пĕве кирлех. Тивĕçлĕ органсем пулăшасса хытă шанатпăр.
Мĕн ĕлĕкрен çĕр ĕçченĕ ака-суха лашапа тунă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче кăна мар, уйрăм çынсем те чылай ĕçе техникăпа усă курса пурнăçлаççĕ. Мотоблоксемпе тимлекенсене ытларах та ытларах курма пулать. Çапах та ут-урхамахсем те районта сахалланман-ха. Лашасем пĕлтĕрхи çичĕ уйăхра – 612 пуç пулнă, кăçал – 670-е çитнĕ. Акă, Мăньял Хапăсри Анатолий Кожанов (сăн ÿкерчĕкре) эпĕ мĕн астăвассах лаша усрать. Тăрăшуллăскер, çынсене час-часах анкартинчи ĕçсене пурнăçлама пулăшать. Анатолий Иванович ĕмĕр тăршшĕпех тăван «Самолет» колхозра вăй хунă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура пулсан та мăшăрĕпе пĕрле карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытать. Ачисем, мăнукĕсем вĕсене яланах пулăшса тăраççĕ.