Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçлани – курăмлă, тĕллевсем – çутă

09 августа 2008 г.

Пурнăçлани – курăмлă, тĕллевсем – çутă

1956 çулхи августăн 12-мĕшĕнче йăл илнĕ Строитель кунĕ – календаре хĕрлĕ тĕспе кĕнĕ чи пархатарлă уявсенчен пĕри. Çапла калама сăлтавĕ те пур. Юлашки çулсенче çурт-йĕр строительствин динамики чăнахах палăрмалла ÿсрĕ. Чи мирлĕ те пултаруллă професси çыннисем çулран çул пиншер тăваткал метр пурăнмалли çуртпа социаллă объектсем хута яраççĕ.

Вăрнар поселокĕнче çĕнĕрен çĕкленекен çуртсем акă илемлĕхĕпе, хăтлăхĕпе илĕртеççĕ. Вĕсем строительсен – ку хутĕнче тÿрремĕнех хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци ĕçченĕсен – пысăк ăсталăхне яр уççăн кăтартса параççĕ.

94 çынна пĕрлештерекен коллектив профессилле уява кăçал та пурнăçланă сумлă ĕç калăпăшĕпе кĕтсе илет. Кăтартусем иртнĕ çулхинчен самай ÿснĕ. Харпăр хăй вăйĕпе акă строительствăпа монтаж ĕçĕсене 26 миллион та 229 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Генподряд йĕркипе 28 миллион та 485 пин тенкĕлĕх ĕç тунă.

Организаци ертÿçи Иван Александрович Сандомиров строительсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. «Пĕрне аса илсен, теприне каламасăр хăварма аван мар пек. Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ те»,– терĕ вăл пултаруллисене ятран асăнма ыйтсан. Калаçуран паллă пулчĕ: Сергей Якушин ертсе пыракан каменщиксен бригади – чи маттуррисенчен пĕри. Алексей Сивкин, Владимир Арсентьев, Алексей Ефремов ĕç калăпăшне куллен ÿстерсе пыраççĕ.

Лидия Захарован ĕç бригадине те асăнмасăр иртме çук. Светлана Иванова, Роза Большакова, Венера Кузьмина, Надежда Алексеева тата ытти штукатурсен тăрăшăлăхне пула кунсерен вуншар тăваткал метр стена якалать, хитреленет.

Платниксен те ĕç сахал мар. Çĕнĕ çуртсенчи чÿречесемпе алăксене пĕтĕмпех вĕсем ăсталаççĕ. Виталий Степанов бригадинчи Анатолий Степанов, Геннадий Фадеев, Николай Солин тата Юрий Михайлов чăнахах ырă ята тивĕç.

Сергей Никифоров нумай çул аслă мастерта тимлет. Опычĕ те, ăсталăхĕ те иксĕлми. Питĕ пултаруллă йĕркелÿçĕ, терĕ ун пирки организаци ертÿçи.

Тăван организаци хăватне ÿстерессишĕн çунакан ĕçченсем хушшинче Виталий Лавровпа Аркадий Фадеев водительсен, Александр Красновпа Виталий Петров крановщиксен, Нина Павлова бухгалтерăн, Елена Белова, Елена Игнатьева тата Людмила Осипова бухгалтери ĕçченĕсен, Юлия Владимирова склад заведующийĕн ячĕсем те янăрарĕç. Чи маттуррисем, паллах, уяв кунĕ тĕлне тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Паянхи куна «Вурнарская» МСО ĕçченĕсем виçĕ пысăк объектра тимлеççĕ. Ленин урамĕнче çĕкленекен 64 хваттерлĕ çурта акă планпа пăхнинчен маларах – сентябрь варринелле – хута ярасшăн. Ăшă, канализаци системисене тахçанах хывнă ĕнтĕ. Халĕ кунта юлашки ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех территорие йĕркене кĕртмелли юлнă.

Шел, укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăрнине пула Советски урамĕнче тума пуçланă Мăшăрлану керменне, поселок администраци çуртне тата аш-какай комбиначĕн лавккине пĕрлештерекен объектра хальлĕхе ĕçсем тытăнса тăраççĕ-ха. Укçа уйăрсан тăрăпа чÿречесене кăçалах хупма пулассине пĕлтерчĕ И.Сандомиров.

Асăннă организаци ĕçченĕсем кăçал чиркÿ объектĕнчи строительство ĕçĕсене самай вырăнтан куçарчĕç. Халĕ вĕсем чан çакмалли тăррине хăпартассипе тăрăшаççĕ.

Иван Александрович тепĕр çутă палана та уçса пачĕ. Кăçал строительсем 5 хутлă, 50 хваттерлĕ çурт никĕсне хывса хăварасшăн. Малтанласа палăртнă тăрăх, унта тĕпрен илсен пĕр пÿлĕмлĕ хваттерсем пулĕç, вăл пенси фончĕн районти управленийĕ çывăхĕнче вырнаçĕ.

«Вурнарская» МСО ĕçченĕсене профессилле уявпа саламлатпăр, поселок, район инфраструктурине аталантарас ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика