06 августа 2008 г.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе социаллă объектсене хĕллехи тапхăра хатĕрлесси ятарлă планпа пулса пырать.
Районта ку енĕпе пысăк ĕçсем сарăлнă. Уйăх пуçламăшĕ тĕлне çурт-йĕр фондне федераллă укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе юсанипе пĕрлех Шупашкарти наукăпа производство центрĕн «Интех» филиалĕ ытти ĕçсене те пурнăçлать, 47 çуртра акă ăшă системисене çуса тасатнă, опрессовка тунă.
Çĕрĕшнĕ пăрăхсене кăçал планпа 25504,41 прогонлă метр улăштарма пăхнă, пысăк пайне пурнăçланă.
Çуртсен тăррисене пĕтĕмпе 10621 тăваткал метр юсамалла, 50 процент ытла пурнăçланă. Тĕтĕм çулĕсене планпа 62 пăхнинчен 37-шне юсанă.
Çурт-йĕр фондне тĕпрен юсама федераллă бюджетран 41628,8 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 1063,6 пин тенкĕ уйăрнă.