06 августа 2008 г.
Çумăр тăтăш çуни вырма ĕçĕсене пурнăçлама чăрмантарать. Уй-хир карапĕсемпе ирĕн-каçăн тырă вырас вырăнне комбайнерсен вĕсене час-часах мехпарка кайса лартма тивет. Акă танлаштарма пĕр тĕслĕх. Пĕлтĕр çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх производство предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене 2 пине яхăн гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ пулсан, кăçалхи кăтарту пĕчĕкрех. Вырмана тухнă аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, «Хорнзор», «Мураты», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсем, «Санары», «Родник» агрофирмăсем пурĕ 710 гектар çинчи тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ. Паллах, уяртсанах ĕç çыннисем вырма ĕçĕсене хăвăртрах вĕçлессипе хытă тăрăшма тытăнĕç.
Хальлĕхе чи пысăк тухăç «Мураты» кооперативăн. Кунта уй-хир ылтăнĕ кашни гектар пуçне 46 центнер тухать.
Хуçалăхсенче пулнă май пĕр пулăм уйрăмах савăнтарать: уй-хирте ашшĕсемпе пĕрле ывăлĕсем те тăрăшаççĕ. Акă вĕсем ĕç династийĕсене тăсакан çамрăксем тесе калас килет. «Санары» агрофирмăра вăй хуракан Крипчаковсем ырă тĕслĕхре. Владимир Порфирьевич ывăлне мĕн пĕчĕкренех çĕр-аннемĕре юратма вĕрентни яр уççăнах курăнать. Алеша уй-хирте тĕрлĕ культурăсем çитĕннипе мăнаçланса калаçать. Маттур йĕкĕт ашшĕне тыр-пул пухса кĕртме пулăшать. «Кăçал аттене «ACROS-530» хăватлă комбайн шанса панишĕн питĕ хĕпĕртетĕп», – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Алеша. – Пĕрле тыр-пула васкавлăн тата лайăх пахалăхпа пуçтарса кĕртме тăрăшатпăр».