Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмлетме кăмăллă

06 августа 2008 г.

Августăн иккĕмĕш шăматкунĕ – физкультурниксен профессиллĕ уявĕ çеç мар, мероприятисемпе спортсменсен çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетмелли кун та. Тÿрех каламалла: ку тапхăрти кăтартусем курăмлă.

Кăçалхи çул уйрăмах çăмăл атлетсем палăрчĕç. Хурăнсур Çармăсри Катя Горбуновапа Хăмăшри Марина Гордеева спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçларĕç, тĕнче чемпионатĕнче чи вăйлă вунă спортсмен йышне кĕчĕç.

Хĕллехи полиатлонра Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова пысăк çитĕнÿсем турĕ – вăл та спорт мастерĕсен йышне кĕчĕ.

Район командисем республикăри çуллахи ял спорт вăййисенче, çăмăл атлетика тата волейбол енĕпе республика чемпионачĕсенче тивĕçлĕ иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Шкул ачисен спартакиадинче районти çамрăк шашка ăстисем чи маттуррисем пулса тăчĕç, сĕтелçи теннисла выляса виççĕмĕш пулчĕç.

Патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсен спартакиадинче район администрацийĕн ĕçченĕсем сĕтел çинчи тенниспа тата канат туртассипе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç, хутăш эстафетăра – бронза призерсем.

Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисене ял хуçалăх техникумĕн полиатлонисчĕсем хутшăнма тивĕçрĕç, япăх мар ăмăртрĕç. Хутăш препаратсен завочĕн волейболисчĕсем унта виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Футболистсем, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем спорт çитĕнĕвĕсен енчĕкне палăрмалла тÿпе хыврĕç.

Çак шăматкун Вăрнарти «Химик» стадион спорт юхăмĕн мĕнпур тусне пуçтарĕ. Унта яланхиллех пултаруллă спортсменсене чыслĕç, тĕрлĕ тĕспе ăмăртусем иртĕç. Çавăн пекех çак кун хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем пĕчĕк Олимп вăййисенче тупăшĕç. Уява пурне те хапăлласа чĕнеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика