02 августа 2008 г.
Канупа сывлăха çирĕплетессине пĕрлештерекен спортăн çак тĕсĕ районта та аталанса каяссине иртнĕ канмалли кунсенче пулнă ăмăрту çирĕплетсе панă. Ăна Вăрнарăн чи илемлĕ вырăнĕнче – Вурнарка шывĕ хĕрринче – йĕркеленĕ.
Пĕрремĕш турнирах пĕтĕмпе сакăр команда пуçтарнă. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Çавалкас ял посленийĕн хĕрĕсем мала тухнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çĕрпел ял тата Вăрнар хула поселенийĕн командисем пайланă.
Арçынсен ушкăнĕнче хутăш мăшăр – Алексей Лавровпа Маша Мефодьева – пуринчен хастар вылянă. Дима Трофимовпа Дима Любаев, Дима Паймулкинпа Николай Прокопьев кĕмĕл тата бронза призерсем пулса тăнă.