Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура тар тăкнăшăн – 150 пин тенкĕ

02 августа 2008 г.

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи республикăри пысăк агрохолдингсенчен пĕри. Вăл выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсене аталантарас ĕçре сулмаклă утăмсем тăвать.

«АПК аталанăвĕ» наци проектне хутшăнни предприятие мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне ÿстерме, фермăсене çĕнетсе улăштарма пулăшнă. Кунта иртнĕ çулхи ултă уйăхра 892 пуç ĕне выльăх шутланнă пулсан кăçалхи çак тапхăрта – 971 пуç. Вĕсем валли утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне 4200 тонна сенаж (планпа – 2385), 650 тонна утă хатĕрленĕ.

Выльăх-чĕрлĕх валли апат ытлăн-çитлĕн хатĕрлес енĕпе тăрăшнипе пĕрлех тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пуçтарса кĕртмелле. Аш-какай комбинатĕнче вырма ĕçĕсене районта чи малтан тытăннă. Уй-хир карапĕсен штурвалĕсене тытса пыракансен кĕр тыррисене 2 пин гектар, çуртрисене 3 пин гектар çинчен вырмалла. Ĕçлекенсен хастарлăхне ÿстерме предприятире лайăх условисем туса панă. Кĕрхи пÿлмесем тыр-пулпа тулли пулччăр тесе тăрăшакансене кунне виçĕ хутчен техĕмлĕ апат çитереççĕ. Пурлăхпа хавхалантарассине тĕп вырăна хуни ытти хуçалăхсенче вăй хуракансене те самаях кăсăклантармалла. Акă виçĕ çул ĕçлекен комбайнпа 2 пин тонна тырă çапса тĕшĕлесен 50 пин тенкĕ хушса тÿлеме йышăннă. Çакăн пек суммăна илме 3–5 çул тимлекен уй-хир карапĕпе 1700 тонна, 5–8 çул вырмана хутшăнаканнипе – 1500 тонна, 8 çул ытлаĕçлекеннипе 1200 тонна тырă çапмалла. Юрий Алексеевич Попов генеральнăй директор каланă тăрăх, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан комбайнер вырма вăхăтĕнче 150 пин тенкĕ таран ĕçлесе илме пултарать.

Хальхи вăхăтра комбайнсем кĕр тыррисен пуссинче ĕçлеççĕ. Тухăç кăмăла çĕклет – тырă гектар пуçне 50 центнер тухать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика