Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусем тавра

02 августа 2008 г.

Юнкун район пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕ паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Ун ĕçне райадминистрацин пай ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем тата ыт.те хутшăннă.

Тимсĕрлĕх – инкек патне

хывăнакан çул

Производствăри инкексене асăрхаттарасси юлашки вăхăтра тăтăшрах та тăтăшрах калаçтарать. Паллах, сăлтавсăрах мар. Хăш-пĕр çынсем, ĕç сыхлавĕн правилисене пĕлсе тăрсах, вĕсене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ. Тимсĕрлĕх вара – инкек патне илсе çитерекен çул.

Юлашки çулсенчи тĕслĕхсенех илер. Инкексен сăлтавĕсем ытларах механизаторсем руль умне ÿсĕрле ларнипе, яваплăха çухатнипе çыхăннă.

Республикăра, районта пулса иртнĕ инкексем ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене çынсен сывлăхĕпе пурнăçне упрассине мала хума хистеççĕ. Халĕ, вырма вăхăчĕ пуçланнă май, пушшех те. Районĕпе илсен, чылай хуçалăхра уй-хире тухиччен ĕç сыхлавĕн вĕренĕвĕсене йĕркеленĕ, ĕçченесем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. «Санары» агрофирма, «Победа», «Хорнзор», «Янгорчино», «Броневик», «Гвардеец», «Знамя», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем, аш-какай комбиначĕ ку енĕпе ырă тĕслĕхре.

Техника сиенленнĕ тĕслĕхсем вырма тапхăрĕнче пушар хăрушсăрлăхне те ÿстерме хистеççĕ. Инкексене асăрхаттарассин мелĕсем витĕмлĕ те ансат пек: ĕç вырăнĕсенче инструктажсем ирттермелле, агрегатсене аптечкăсемпе, огнетушительсемпе, шыв савăчĕсемпе тивĕçтермелле, механизаторсене ÿсĕрле техника умне ларассине чармалла, дежурствăсем йĕркелемелле... Анчах вĕсене темшĕн пурте уясшăн мар. Чи кирли – ĕç çыннисен пуçлăхсемпе яваплă çынсем вĕрентсе каланине ăша хывса чи малтан хăйсен асăрханулăх çинчен манмалла мар.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне

çитменлĕхсĕр кĕрер

Вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне комиссипе йышăнассине маларахри вăхăта куçарни меллĕ. Çакă шкул ĕçченĕсене яваплă органсем палăртнă çитменлĕхсене сентябрĕн 1-мĕшĕччен пĕтерме май парать. Кăçал тĕрĕслев июлĕн 28 – августăн 4-мĕшĕсенче иртет.

Районти вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене те палăртмасăр иртме çук. Вĕрентĕве аталантарассипе республикăра йышăннă программăпа килĕшÿллĕн кăçал икĕ шкула реструктуризациленĕ– ачасен шучĕ самай чакнине тата вĕсем кивĕ йывăç çуртра вырнаçнине кура Иртеменкассинчи тата Кÿлхĕрринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсене хупнă.

Ачасене кĕтсе илме хатĕрленсе вĕренÿ учрежденийĕсенче çу тăршшĕпех юсав ĕçĕсем пычĕç. Вĕсене ирттерме район бюджечĕ 2,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Финанс пулăшăвĕ шкул çурчĕсене çĕнетнĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн мероприятийĕсене ирттернĕ, тăрăсене тата хутса ăшăтмалли системăсене юсанă, чÿрече хашакĕсене улăштарнă, икĕ хысаклă тăрăсем тунă çĕре кайнă.

Ытти çулсенче санитарипе эпидемиологи органĕ апатлану блокĕсенче чылай çитменлĕх тупса палăртатчĕ. Ку енĕпе халĕ лару-тăру самай лайăхланчĕ темелле. Паянхи кун тĕлне акă шкулсенчи пищеблоксем вĕри апат çитерме хатĕр. Вĕсене сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтернĕ, канализаци, савăт-сапа çумалли ваннăсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Столовăй хатĕрĕсене çулсерен çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ.

Вĕренекенсене кăçал та ашшĕ-амăшĕсен шутĕнчен апат çитереççĕ. Унăн хакĕ шкул çумĕнчи участоксенче ÿстернĕ пахча-çимĕçпе усă курнăран самай йÿнелет.

Çĕршывра пулса иртнĕ инкексем хыççăн Роспотребнадзор управленийĕ, пушар хуралĕн органĕсем районти вĕрентÿ учрежденйĕсенче те тĕрĕслеве вăйлатрĕç. Март уйăхĕнче тĕрĕслев акă хăш-пĕр çитменлĕхсене тупса палăртнă. Вĕсене сирме май килнĕ, санитари службисем ыйтнине пурнăçланă.

Реструктуризаци программипе 13 шкула автобуссемпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче тата 2–3 автобус килмелле. Ачасене турттарасси йĕркелĕхре пултăр тесе иртнĕ уйăхра автоинспекци ĕçченĕсем шкул автобусĕсен маршручĕсене тĕрĕсленĕ. Вĕсем палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме тытăннă ĕнтĕ.

Пуçтарнă çĕртре мар,

вараламан çĕртре таса

Халăх пурăнакан вырăна тирпей-илемпе хăтлăх кĕртессине район администрацийĕ тимлĕхре тытать. Депутатсен районти Пухăвĕ ку енĕпе ятарлă Правилăсем та йышăннăччĕ.

Шел, коллегин ку хутĕнче те хăш-пĕр асăрхаттарусем тума тивнĕ. Тепĕр тесен, ялсене тухса çÿренĕ май пĕрре мар асăрханă – вăл е ку поселенинче аяккарахри ялсем «манăçа тухнă». Уйрăмах çĕнĕ çул айăккисем çум курăк ăшне путни питех пăшăрхантарать.

Паллах, коллегире асăннă хыççăн Йăлтăм çулĕ çын çÿллĕшне кармашнă мăянсенчен çуталĕ, Ершепуç ял поселенине кĕрекен ялсен урамĕсем çÿп-çапран тасалĕç, Вăрманкас–Мăньял Хапăсăн асфальтлă çулĕсен хĕрринчен йăлари çÿп-çапсем çухалĕç... Яланлăха пултăр çеç.

Докладчикăн – райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн çумĕн Александр Борисовăн – хĕрÿллĕ сăмахĕсем залри ытти пуçлăхсен чĕрине те витерме тивĕç. Çавăн пекех вăл «Абызово» хуçалăхăн производство базин никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Ютон» фирма пластик кĕленчесемпе полиэтилен пакетсене пуçтарнине тепĕр хут аса илтернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика