02 августа 2008 г.
Чăваш Республикинчи тата ытти регионсенчи нумай ял хуçалăх организацийĕ тыр-пула «Чăваш тырă продукчĕ» патшалăхăн унитарлă предприятийĕн тытăмне кĕрекен Вăрнарти тырă йышăнакан предприятине илсе килме тăрăшать. Вăл шанчăклă пулни, тырă илсе килекен хуçалăхсене пур енлĕн пулăшма пултарни куç кĕрет. Предприяти аванс мелĕпе те ĕçлет, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерет, тĕрлĕ техника парса пулăшать. Ку пулăм вырма вăхăтĕнче укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх тÿсекен хуçалăхсемшĕн питĕ меллĕ.
Тырă йышăнма предприяти çу уйăхĕнченех хатĕрленме тытăннă: тĕрлĕ юсав ĕçĕсене ирттернĕ, территорине тасатнă, складсене дезинфекциленĕ.
Предприятире пахалăх енĕпе ĕçлекен управленин тĕп специалисчĕ Раиса Кузьмина, тĕп инженерĕ Мария Скворцова, патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Михайлов предприяти тыр-пул йышăнма хатĕррине палăртнă. Вĕсем территори, складсем санитари тĕлĕшĕнчен таса пулнине, тĕрлĕ техника йĕркере пулнине çирĕплетнĕ.
Предприяти ултă гектар лаптăк çинче вырнаçнă. Техника бази пуян, пĕтĕмпе вун виçĕ пысăк склад. Ĕçлекенсем складри çăнăх-кĕрпене, тыр-пула кирлĕ температурăра тытса тăраççĕ. Пĕр сехетре вун ултă тонна тырă тирпейлеме хатĕр икĕ сушилка, кĕрпе тăвакан пысăк цех ĕçсене вăхăтра туса пыма май параççĕ.
Предприяти çăкăр-кĕрпе, кайăк-кĕшĕк валли тырă сутать. Выльăхсене самăртма пулăшас тĕллевпе апат хутăшне хатĕрлет. Ăна ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм хушма хуçалăх тытакансем те хаваспах туянаççĕ.
Чи кирли – предприятире туслă коллектив ĕçлени. Кунта вăй хуракансем предприятие çĕклессишĕн чун-чĕререн тăрăшаççĕ, ĕçе яланах юратса вăхăтра пурнăçлаççĕ.
– Коллектив ĕçчен пулни, пĕр çемьери пек пурăнни предприятие кунран кун аталанса, çĕкленсе пыма май парать. Эпир вара предприятире тăрăшакансене сумлă ĕç укçийĕпе малашне те тивĕçтерсех тăрăпăр. Ĕçлекенсене çирĕп сывлăх сунатпăр. Сывлăх пулсан ĕç те кал-кал пырать, кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕрех пулать, – пĕлтерчĕ Олег Петрович Петров мастер.Кашниех хăйĕн тивĕçне тĕплĕн пĕлни ĕç калăпăшне, продукци пахалăхне ÿстерме пулăшать. Чăваш енри хуçалăхсенчен кăна мар, Мордва тата Тутар Республикисенчи, Чулхула облаçĕнчи ял хуçалăх таварне туса илекенсенчен туяннă тыр-пула технологи лабораторийĕнче тĕрĕсленĕ хыççăн тырра тасатса тирпейлеççĕ, Канаш тата Шупашкар хулисенчи элеваторсене ăсатаççĕ. Сăмах май, утă уйăхĕн çирĕм виççĕмĕшĕнче Мордва Республикинчен çĕнĕ тулă илсе килчĕç. Çак кунран йышăну тапхăрĕ пуçланчĕ.
Хальхи вăхăтра хресчен тыр-пула кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пуçтарса кĕртме ĕмĕтленет. Тĕллеве пурнăçлассипе тăрăшсан тупăшне те илĕн.
Уй-хир ылтăнне Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти хамăр енчи те, республика тулашĕнчи те ял хуçалăх организацийĕсенчен туянать, пурне те хапăлласах йышăнать.