06 августа 2008 г.
Чăваш Республикинче чукун çул çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтернине Чăваш транспорт прокуратури асăрхаса тăрать.
Çак орган йĕркеленнĕ пĕрремĕш кунсенчех ку тĕлĕшпе активлă мерăсем йышăннă, ГИБДД Управленийĕпе тачă ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленĕ. Çавăн пекех шалти ĕçсен органĕсемпе тата чукун çул транспорчĕ сферинчи асăрхавăн федераллă службипе чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче пулса иртнĕ инкексем пирки информацисемпе ылмашăнатпăр, пĕрлехи тĕрĕслевсем ирттеретпĕр.
Чрезвычайлă лару-тăрусем тухсан тата саккуна пăснă тĕслĕхсем пулсан хăвăрт кирлĕ мерăсем йышăнас тĕллевпе, чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче пулнă инкексем, составсем автотранспортпа çапăннă е вĕсем тухса кайнă тĕслĕхсем çинчен, çынсем аманса-сусăрланни тата çутçанталăка варалани тата ытти пирки транспорт прокуратурине оперативлă хыпарлассине йĕркеленĕ. Ку ĕç телефон тата факс çыхăнăвĕ урлă пурнăçланать.
Паянхи куна Чăваш Республикинче чукун çул урлă каçмалли 121 вырăн, вĕсенчен 42-шĕ ведомство организацисен балансĕ çинче тăраççĕ. «Раççей чукун çулĕсем» общество балансĕнче – 79 каçă, вĕсенчен 4-шне – хуралласа, 54-шне йĕркелесе тăраççĕ.
Чукун çул урлă каçмалли вырăнсене мĕнле пăхса тăнине тĕрĕслес тĕллевпе кашни кварталтах пĕрлехи тĕрĕслеве тухатпăр. Паллах, çитменлĕхсем те тупăнаççĕ. Сăмахран, Улатăр, Çĕмĕрле, Шупашкар, Канаш районĕсенче ку тĕлĕшпе саккуна пăснă, çавна май тĕрĕслев органĕсем çитменлĕхсене пĕтерме хушса предписанисем çырнă.
Кăçалхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăна Чăваш транспорт прокурорĕ административлă правăна пăсни çинчен виçĕ ĕç пуçарнă. Вĕсене пăхса тухса должноçри виçĕ çынна административлă явап тыттарнă, штраф тÿлеттернĕ.
Çавăн пекех тĕрĕслев органĕ предписанинче кăтартнине вăхăтра пурнăçламаншăн транспорт прокурорĕ пĕр ертÿçĕ тĕлĕшпе ĕç пуçарнă. Канашри 3-мĕш суд участокĕн мировой судйин йышăнăвĕпе ăна та административлă явап тыттарнă, 1 пин тенкĕ штраф хунă. Чăваш транспорт прокурорĕн представленийĕсем тăрăх, çулсене йĕркеллĕ пăхса-асăрхаса тăманшăн, должноçри 4 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.
Паллах, туса ирттернĕ профилактика ĕçĕсем паха çимĕç параççĕ. Чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче аварисен шучĕ чакса пыни те çакнах çирĕплетет. Енчен те 2006 çулта республикăра кунашкал 3 инкек пулнă-тăк, пĕлтĕр – пĕрре кăна. Кăçалхи çур çулта, телее, инкексем çырăнман.
Анчах чукун çул ĕçченĕсен тата йĕркелĕх хуралçисен вăйĕпе кăна хăрушсăрлăха туллин тивĕçтерме çук, кашни гражданинăн унăн пĕлтерĕшне ăнланмалла, чукун çул çинче хăйне тĕрĕс тытмалла.