Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халĕ те туртатăр-и

06 августа 2008 г.

Юлашки çулсенче Раççейре çеç мар, пирĕн республикăра та сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани уççăн палăрма пуçларĕ. Çакă, паллах, савăнтарать. Çынсем хăйсен сывлăхне упрассишĕн тăрăшни ырă пулăм. Анчах пирус туртакансем çамрăклансах пыни, вĕсен йышĕнче ял хĕр ачисем те пулни тарăн шухăша ярать.

Пирус туртакансем шкулта вĕреннĕ чухнех киревсĕр йăлана хăнăхни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Сигарег тутлă, ăна хыпсан хăвна лайăх туйма пуçлатăн тесе калаймăн. Пĕрремĕш сигарет туртсанах хăсас килет, пуç çаврăнать, ÿсĕрттерет. Каярахпа вара туртаканăн пырĕ кĕçĕтет, ÿпки çунать, лайăх мар сывлать, кăкăрĕ пÿлĕнет, шăлĕсем, пÿрнисем саралаççĕ, укçа-тенкĕ нумай расхутланать, ÿпке, чĕре чирĕсем пуçланаççĕ. Чăннипе каласан, ку чухне табак туртакан мĕн пулассине лайăх чухлать. Анчах мĕншĕн-ха вăл тăтăшах сигарет тивертет;

Çынсем пируса киленÿ шыраса мар, туртнă чухне пулакан çыхăнусемшĕн çăвара хыпаççĕ. Сăмахран, çула çитмен ача авторитетлă ашшĕ-амăшне пăхăнса тăманнине çирĕплетесшĕн, пĕр-пĕр компание лекме, ыттисем хăйсен çынни вырăнне хурса йышăнччăр тесе пирус туртма пуçлаççĕ. Çамрăк хĕрсем те пирус туртса никама пăхăнманнине тата çепĕççине кăтартасшăн. Çулсем иртнĕ май çак виçесем улшăнаççĕ. Аслисем пирус туртни кăмăл-туйăма контрольлеме пулăшнине, унпа пĕрлех ăнăçлăх, хăтлăх, лăпкăлăх хуçаланнине пĕлтереççĕ. Сигарет тивертсе яр çеç – кăмăл-туйăм çав тери çĕкленет имĕш.

Енчен те эсир туртма пăрахас тетĕр; Психологсем çапла сĕнеççĕ: чи малтанах пирус туртнă вăхăтсене аса илмелле мар. «Эпĕ туртнă вăхăта хама кирлĕ тĕп ĕçсене пурнăçлас тесе усă куртăм», – темелле. Халĕ вара шухăшлăр, хăвăрăн сывлăхăра çак сиенлĕ майпа пĕтерме юрать-и; Вăхăта ирттермелли урăх майсем çук-им; Халĕ вара суйлăр, ку сирĕнтен çеç килет.

Енчен те эсир сывă пурнăç йĕркине тытса пырасшăн пулсан, лайăх шухăшсене, калăпăр, хут листи çине сулахай алăпа кашни кун каламалли сăмахсене çырса хурăр: «Эпĕ сигаретран çăмăллăнах хăтăлатăп, сывă тата урă пурнăç йĕркине тытса пыратăп, таса тата уççăн сывлатăп, эпĕ хама хам лайăх тытатăп, шухăшсем те çĕнĕ, çавăнпа часах сигаретран хăтăлатăп».

Сăмахран, сирĕн çакăн пек шухăш пур: туртни – çирĕп арçын пулни. Ку чухне урăхла та шухăшласа пăхмалла: арçын çирĕплĕхĕ хăйĕн çине пысăк ответлăх илнинче, лартнă тĕллеве пурнăçлама, хăй тĕллĕн йышăну тума пултарнинче, хăй çине яваплăх илсе тĕллеве пурнăçланинче тата ытти те. Çапла вара эсир суйласа илнĕ çĕнĕ меслет майĕпен ăс-тăна кĕрсе пырать. Енчен те пирус туртни сирĕн ырăлăх, лăпкăлăх, хăтлăх парнеленĕ пулсан, пурнăçăн хăш-пĕр сфери сире тарăхтарать. Хăвăрăн çивĕч ыйтăвăрсене мĕнле татса паратăр, çавăн чухне сигарет туртасси хăйне хăех сĕврĕлет. Халĕ эсир урăхла шухăшлатăр, çапла майпа канăçлăхпа лăпкăлăх та килет, сигаретран хăтăлас ĕмĕт çуралать. Туртнă сигарета пăрахнă май çапла калăр: «Эпĕ сана хамăн шухăшсене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав тăватăп, хама пăхăнтарса тăнинчен хăтăлатăп, хам пурнăçран сана яланлăхах кăларса пăрахатăп».

Туртакан мĕн пур çыннае пĕрлештерекен тĕп самант пур: пурте ку е вăл енчен пурнăçа хурлаççĕ. Сигарета пула вĕсем хăйсене те, пурнăçа та юратмаççĕ. Хăвăра хăвăр юратăр, пурнăç илемне курма-туйма пуçлăр. Ун чухне сигарет çине пăхмастăр та.

Паллă психолог çапла çирĕплетет: «Кирек мĕнле чир-чĕртен те сывалма пулать, анчах чирлĕ çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплăха туймалла».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика