06 августа 2008 г.
Иртнĕ шăматкун, августăн 2-мĕшĕнче 3 сехет тĕлĕнче çул çинче тата тепĕр инкек пулнă – хальхинче Кив Мĕлĕш ялĕн пĕр урамĕнче. Ку хутĕнче те вăл хăрушă вĕçленнĕ – çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çак ял çамрăкĕ, 21-ри О., ÿсĕр пулин те çул çине «ИЖ» мотоциклпа тухнă. Вăл руле тытса чарайман, «Аликовская сельхозхимия» обществăн «Урал–5557» автомашини çине кĕрсе кайнă. Автомашинăна водитель каçхине çул айăккине лартнă пулнă.
Çакнашкал хăрушă «тĕлпулу», паллах, ырăпа вĕçленеймен. Мотоцикла тытса пынă О., ытла та йывăр аманнăскер, инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă. Унпа пĕрле пулнă тепĕр икĕ пассажир – Çĕн Мĕлĕшри Б.–па Кив Мĕлĕшри С. – тĕрлĕ сурансемпе районти тĕп больницăна лекнĕ.
Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем августăн 1-мĕшĕнче Кÿстÿмĕрти Н.-н хуçалăхĕнче шырав ĕçĕсем ирттернĕ: унăн çурчĕн чартакĕнче мăкăнь улăмĕ тупăннă. Типĕтнĕ мăкăнь тунисене, сутас тĕллевсĕр, Шупашкар çынни С. упранă. Ку ĕçпе милици сотрудникĕсем халĕ тĕрĕслев ирттереççĕ.