06 августа 2008 г.
Массăллă информаци хатĕрĕсем тĕнчере террактсем пулса иртни çинчен час-часах хыпарлаççĕ. Вăрçас-çапăçас шухăшпа пурăнакан çынсем, тĕрлĕ тĕнсемпе витĕнсе, чи малтанах мирлĕ халăха, вĕсен пурлăхне тĕп тăваççĕ. Пирĕн çĕршывра та юлашки çулсенче çакнашкал киревсĕр ĕçсем пĕрре мар пулса иртрĕç. Тухса тăнă лару-тăрăва тĕпе хурса тата «Терроризмпа кĕрешесси çинчен» федераллă саккун ыйтнине пурнăçласа йĕркелĕх хуралĕн ĕçченĕсем район территорийĕнче терроризма хирĕçле мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсем район администрацийĕ, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен пай тата ытти тивĕçлĕ органсем хутшăннипе туллин пурнăçланаççĕ.
Çавна май пирĕн тăрăхра йывăр тата питĕ йывăр преступлением тума хатĕрленекенсене, çавăн пекех конституциллĕ тытăма, граждансен прависемпе ирĕклĕхне, уйрăмах хĕçпăшалпа тата сирпĕтмелли хатĕрсемпе усă курса, пăсма хăтланакансене тупса палăртас, граждансем йышлă пухăнакан вырăнсенче, пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсенче террорла ĕçсем тума хăтланнине вăхăтра палăртас тата чарса лартас тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр.
Пĕр сăмахсăрах, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан объектсен шанчăклă хуралне тивĕçтерме çирĕп мерăсем йышăннă. Çакнашкал объектсен переченьне Чăваш Республикин терроризма хирĕçле комиссийĕ палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн, районта уйрăмах пĕлтерĕшлĕ – 7, пысăк хăрушлăх кăларма пултаракан – 16, пурнăçшăн кирлĕ – 4, çынсем массăллă пухăнакан 4 объект шутланать. Кашнинчех гражданла оборона ĕçĕсемшĕн тата терроризма хирĕçле ĕç-хĕлшĕн яваплă çынсем пур. Кунсăр пуçне пур объект çумне те шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене çирĕплетнĕ, вĕсем ертÿçĕсемпе тата прокуратура сотрудникĕсемпе пĕрле хăйсене шаннă вырăнта кашни кварталтах тĕрĕслевсем ирттереççĕ.
Кăçалхи çур çулта, акă, çакăн пек 62 тĕрĕслев мероприятийĕ пурнăçланă. Тĕпрен илсен, районти учрежденисемпе организацисенче лару-тăру аван теме пулать, анчах çитменлĕхсемсĕр мар-ха. Хăшĕ-пĕрисенче, сăмахран, хăрушсăрлăх паспорчĕсем, тревога сигнализацийĕ çук, хуралпа пушар сигнализацийĕ юсавсăр. Теприсенче террорла ĕçсене асăрхаттарассипе çыхăннă вĕрентÿсене йĕркелесси çинчен маннă, вĕсене ирттерме яваплă çынсене палăртман... Çитменлĕхсене, паллах, кĕске вăхăтра пĕтермелле, çакна çирĕп асăрхаса тăратпăр. Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тата объектсене мĕнле шайра хÿтĕленине район пуçлăхĕ çумĕнчи комисси ларăвĕсенче те анлăн пăхса тухаççĕ, вĕсем тăрăх кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ.
Киревсĕрлĕхпе шÿтлени, терроризмпа çыхăннă преступленисем пирĕн тăрăха çитмессе çăмăлттайла ĕненни хăрушă. Пурте пĕлеççĕ: инкеке асăрхаттарасси унпа кĕрешессинчен çăмăлрах. Çавăнпа та çынсем пурăнакан микрорайонсенче, халăх йышлă пулакан вырăнсенче, сывлăха сыхлакан, вĕрентÿ, культура тата спорт учрежденийĕсенче хăрушсăрлăха çирĕплетессипе тивĕçлĕ ĕçсем тунă. Çуртсем чартакĕсемпе путвалĕсене такамсем кĕрсе çÿресрен питĕрнине тĕрĕсленĕ, районти вĕрентÿ заведенийĕсен хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтерессине уйрăм шута илнĕ. Поселокри пасар территорийĕнче, чукун çул тата автовокзалсенче, çынсем чылай пулакан вырăнсенче ятарлă памяткăсем вырнаçтарнă, вĕсем граждансене шанчăксăр япаласем тупсан мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантараççĕ. Ку информацисен пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен кашни çыннăн хăрушă лару-тăрура хăйне тытма пĕлмелле, çухалса кайма юрамасть. Граждансене вара оперативлă пĕлтерĕшлĕ кирек епле хыпара та, шанчăклăхĕ иккĕлентерекен, çынсем пухăнакан вырăнта хуçисĕр выртакан япаласем пирки те шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайне пĕлтерме ыйтатпăр.
Терроризма хирĕçле ĕç-хĕле пурнăçланă май эпир хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă тĕслĕхсене тупса палăртассипе те ĕçе вăйлатрăмăр. Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче, акă, ку енĕпе 530 тĕрĕслев ирттернĕ, çак тапхăрта хĕç-пăшал тытакан 59 çынна административлă явап тыттарнă, 59 сунар пăшалĕ туртса илнĕ, ирĕк илмесĕр хĕç-пăшал упранă виçĕ çын вĕсене хăйсен ирĕкĕпе килсе панă. Оперативлă профилактика мероприятийĕсем вăхăтĕнче хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă пĕр преступлени тупса палăртнă.