Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Нуши-тертне нумай тÿсрĕм,юрать, мăшăртан хур курмарăм»

06 августа 2008 г.

«Нуши-тертне нумай тÿсрĕм,юрать, мăшăртан хур курмарăм»

Вăрнарта пурăнакан Мария Артемьевна Артемьеван сăмахĕсене статья ятне ăнсăртран кăлармарăм. Калаçу вăхăтĕнче вĕсем пĕрре мар янăранăран, тÿрех ăнланма пулать – Мария Артемьевнана 100 çула çитиччен сывлăхне упрама шăпах юратнă упăшкин таса чунĕ, ăнланăвĕ, хÿтлĕхĕ пулăшнă. Çирĕм сакăр çул каялла сасартăк пурнăçран уйрăлнă мăшăрне вăл паянхи кун та чĕринче упрать, ăшă сăмахсемпе кăна аса илет.

Паллă ĕнтĕ, ку мĕнпур ăрушăн паха тĕслĕх вырăнне пултăр, ырă хутшăнусенчен ырă çимĕç кăна çитĕнет. Теприсем пек Артемьевсен ачисем, мăнукĕсем тăван юнне манăçран кăларман, сывлăхне сивĕ сăмахсемпе хăртса хавшатман, пачах урăхла, йăхри чи ватă çын вĕсемшĕн – кил управçи, ăс-тăн çÿпçи, пурнăç вĕрентĕвĕ... Мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем, «прапрамăнуксем» кăна унăн 105-ĕн. Шел, пăхса ÿстернĕ ултă ачинчен иккĕшĕ çеç – Раисăпа Люба – пурăнаççĕ. Иртнĕ шăматкун Мария Артемьевна пÿрт тулли хăна-вĕрле пуçтарнă – ăна 100 çулхи юбилей ячĕпе саламлама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă «йăх тымарĕсем» килсе çитнĕ.

Пĕр ĕмĕрпе тантăш кинемин пурнăçĕнче хури-шурне, выçлăх-тутлăхне пайтах курма тивнĕ. Самана улшăнăвĕсене хăй çинче тÿснĕ. Йывăрлăх чăтăмлăха хăнăхтарнă. Хăй калашле «мăшăрĕшĕн те, ачисемшĕн те пурăнса ирттернĕ» кинемин 100 çул урлă каçнă пулин те ăс-тăнĕ тĕлĕнмелле çивĕч. Ахăртнех çулсем те унăн пурнăç йĕрне пуçĕнчен хуратма хăйман. Иртнĕ вăхăтсене Мария Артемьевна пăлхануллă кăмăлпа аса илет.

Пăртас хĕрĕ пулас упăшкипе хăйсен ялĕнчех паллашнă. Хурăнсур Çармăсри Иван Антонович Кондратьев ялсем тăрăх атă-пушмак çĕлесе çÿренĕ. Кĕçех ялти чи ĕçчен те вăр-вар хĕрпе обществăлла активист, çутă ĕмĕтсемпе пурăнакан çамрăк çемье чăмăртанă.

Иван Антонович – «Хорнзор» хуçалăхăн пĕрремĕш председателĕ. Çемйи те колхоза чи малтан кĕнĕ. «Питĕ йывăр тапхăр пулчĕ. Колхоза кĕнĕшĕн атте-аннесем те, хунеçе-хунямасем те хытах çилленчĕç. Вĕсем ăнланмасăр пире сивлени, коммунистсем тесе питлени чуна пăватчĕ», – чĕринче ĕмĕрлĕхе хăварнă йĕр ватă çыннăн куçĕсене шывлантарчĕ.

Коллективизма сарас чунлă çамрăксене ялта та нумайăшĕ курайман. Колхоз çыннисене курсан чĕре тăвăлать, тесе куçран калакансем те пулнă. Иван Антоновича акă пĕрре мар вĕлерессипе хăратнă: лаша йĕвенĕ-уртисене тата-тата янă, вакка пăрахма тăнă, кил чÿречинчен пăшалпа тĕлленĕ... Юрать, вăхăт иртнĕçемĕн çынсем йышпа ĕçлени пурнăçа аталантарнине ăнланнă, ял çĕкленме тытăнине хăйсем курса ĕненнĕ.

Вăрçă йăтăнса ансан Мария Артемьевна юратнă мăшăрне çапăçу хирне ăсатнă. Тăватă ачипе тăрса юлнă. Анчах та çакă та ăна йывăр ĕçрен çăлман. Ыттисемпе тан Сăр хĕрне окопсем чавма илсе кайнă. «Ачамсене кам пăхĕ; Выçăпа вилĕç», – тесе тилмĕрни те пулăшман. «Эсĕ вара çĕр çынна çăлăн», – хуравĕ чĕрене çурнă. Каярахпа Мария Артемьевнана колхозра сурăхсем пăхма шаннă, конюхра ĕçленĕ. Ача пек пăхнă лашисене фронта ăсатсан куççульпе йĕнĕ вăл...

– Паянхи çамрăксем курăк апачĕн тутине вуçех пĕлмеççĕ, çĕрĕк çĕр улминчен икерчĕ пĕçерсе çининчен тĕлĕнеççĕ. Пирĕншĕн вăл хырăм тутлăхĕ пулнă, – тет Мария Артемьевна.

Мăшăрĕ вăрçăран уксах таврăннă. Тĕлĕнмелле те, ватă çын юратнă упăшки хăй вăхăтĕнче каласа панисене йĕркипех ас тăвать. Ун хуйхипе пурăннăран ăшра юлнă ĕнтĕ çакă. Иван Антонович тыткăнра пулнине, унтан тухса тарса ентешĕсемпе тĕл пулнине ачисемпе мăнукĕсене пĕрре мар каласа панă вăл.

1947 çулта çемье Волонтер ялне куçса кайнă. Ку вăхăтра коммуна саланнă ĕнтĕ, ялта колхоз йĕркеленĕ. Куçса килнĕ çемьесене – Енĕш, Явăш енчен те пулнă – сыпса тунă çуртсене хваттере янă.

Иван Антонович таврари чи паллă ăста пулнă, али пур ĕç патне те çыпăçнă: атă-пушмак çĕленĕ, йывăçпа нумай ĕçленĕ, вĕллесем тытнă. Йăхра вăл ăсталанă япаласем халĕ те упранаççĕ. Юбилейре акă мăнукĕсем вăл тунă сĕтеле илсе килнĕ.

Мария Артемьевнапа Иван Антонович хушшинчи таса туйăмсем, ăнлануллă хутшăнусем ачисене те йĕркелĕхе хăнăхтарса ÿстернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен тăванлăх туйăмĕ çав тери вăйлă аталаннă. Ашшĕ-амăшĕ вăрçни-харкашнине нихăçан та курман вĕсем. Иван Антонович ăста купăсçă пулнăран уявсем унсăр иртмен. Çемье уявĕсене ялта чи малтан вĕсене чĕннĕ иккен. Тепĕр чухне, харăсах темиçе çĕре çитме тивнĕрен, пайланса та савăннă, анчах нихăшĕ те кĕвĕçÿ туйăмне çиеле кăларман. Çакă çемьелĕх туйăмне мала хунипе те çыхăннă ĕнтĕ.

Мария Артемьевна халĕ çиччĕмĕш çул ĕнтĕ кĕçĕн хĕрĕ Люба патĕнче пурăнать. Унран та, унăн хĕрĕсемпе мăнукĕсенчен те ырлăх, ăшăлăх кăна туять. Аякри тăванĕсем те манмаççĕ. 100 çулхи юбилейпе саламлама инçет çула пăхмасăр килнĕскерсем, асламăш-кукамăшĕпе, ватă асламăш-кукамăшĕпе кашни уйрăм-шарăн калаçнă. «Эпир пĕр тăван, пĕр хунав, пĕр тымар», – тăванлăх сăмахĕсемпе мăнаçланса кашниех ватă çынна чĕререн тав тунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика