26 июля 2008 г.
Июлĕн 8–19-мĕшĕсенче Мăн Хирлепри Ф. килте пулман, анчах такамсем ун килĕнче хăйĕнсĕрех хуçаланнă. Вăрăсем чÿрече кантăкне кăларса унăн хуçалăхĕнчи чăлана кĕнĕ, ват çыннăн тум-тир арчинчен 20 пин те 200 тенкĕ йăкăртса тухнă.
Июлĕн 17-мĕшĕнче киревсĕр шухăшлă çынсем Вăрнарти Р.-н кил-çуртĕнче тустарнă. Вĕсем чиркÿ кĕнекине алла тытма та именмен, ун хуплашкийĕ айĕнчен 4 пин тенкĕ кăларса илнĕ. Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем вăрăсене пурпĕрех ярса тытнă. Р.-н кил-çуртне Вăрнар çамрăкĕсем – 19-ти М. тата 17-ри С. – пĕрле маларах каварлашса çаратни палăрнă.