Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕсленме ан манăр

26 июля 2008 г.

Раççейре çулсерен 110 пин çын туберкулезпа чирлет, çав вăхăтрах 25 пинĕшĕ вилет. Пĕтĕм çĕршыври пекех республикăра та ку тĕлĕшпе эпидеми лару-тăрăвĕ кăткăс, пĕрремĕшле чир-чĕр кăтартăвĕ 100 пин çын пуçне 69,5-пе танлашать. Хăш-пĕр районсенче вара ку кăтарту республикăринчен те пысăкрах. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай (151,9), Йĕпреç (122,5), Етĕрне (117,5), Канаш (112,4), Çĕмĕрле (110,8), Шăмăршă (103,9), Вăрмар (101,2), Красноармейски (100,8), Вăрнар (92,2), Çĕрпÿ (86,5), Шупашкар (85,5), Сĕнтĕрвăрри (75,9), Тăвай (72,1), Муркаш (70,9) районĕсенче тата Канаш хулинче (104,5).

Хамăр районта туберкулезпа чирлĕ 171 çын учетра тăрать, вĕсенчен 67-шĕ – активлă формăпа. Пĕлтĕр кăна, акă, 36 çынна тупса палăртнă, чир вăраха кайнă тĕслĕхсем 9 пулнă, çивĕч тапхăрти туберкулез – 4-шĕн. Вĕсем пурте – пĕччен пурăнакан тата ниçта та ĕçлемен, сывă пурнăç йĕрки çинчен маннă, ĕçкĕпе туслашнă çынсем. Чир вăраха кайнин сăлтавĕ – профилактика тĕллевлĕ флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçлени, тухтăр патне вăхăтра килменни. Кăçалхи 6 уйăхра, акă, туберкулезлă тата 19 çынна тупса палăртнă, çав шутра – 15-ри çамрăк.

Палăртса хăвармалла, паян япăх çемьесенчи, ĕçекен çынсем кăна мар, социаллă тата экономика тĕлĕшĕнчен ăнăçлă ушкăна кĕрекенсем те чирлеççĕ. Шел пулин те, обществăра туберкулез хăрушлăхне лайăхах ăнланманни курăнать. Чир паллисем пур пулин те нумай чухне çынсем медицина пулăшăвĕ илме васкамаççĕ. Анчах шутласа пăхăр-ха: чирлĕ, бактери саракан пĕр çын çулталăкра 5–50 çынна чир ертме пултарать. Çавăнпа та туберкулеза чи малтанхи тапхăрта палăртасси пĕлтерĕшлĕ. Чи эффективлă меслет – флюорографи.

Район больницин поликлиникинче 2006 çултанпа цифрăллă флюорограф ĕçлет. Вăл пайăркалатнин сиенлĕ витĕмне 50–100 хут чакарать, тĕрĕслев пахалăхĕ те чылай лайăхрах. Пациентсен даннăйĕсем компьютерта 5 çул упранаççĕ, çавна май вĕсене хăть хăш вăхăтра хут çине кăларма май пур.

Çула çитнĕ çынсен флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр çулталăкра пĕр хутчен тухмалла. Анчах пĕлтĕр район çыннисен 64,3 проценчĕ, кăçал 6 уйăхра 33 проценчĕ кăна тĕрĕсленнĕ.

Ан манăр: вăхăтра тĕрĕсленни чире шала каяссинчен асăрханма пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика