Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнашар – çур ĕмĕр

26 июля 2008 г.

Çутă сăнсем, таса туйăмсем пуррипе кăна пурнăç малалла тăсăлать. Ку туйăм – юрату. Ăна чĕрере 50 çул упраса пурăнни вара – чăн-чăн паттăрла ĕç. Çак сăмахсене Мăн Турхан тăрăхĕнчи Любовь Павловнапа Вениамин Васильевич Васильевсенех каланă тейĕн.

Васильевсем 1958 çулта пĕрлешнĕ, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем пурте тăван Чăваш енрех тĕпленнĕ, тĕрлĕ отрасльте вăй хураççĕ.

Вениамин Васильевич «Знамя» хуçалăхра механизаторта ĕçленĕ. Любовь Павловна ĕмĕрне тăван колхозра, ПМК-ра тата сысна комплексĕнче ĕçлесе ирттернĕ.

Çемье пуçĕ чирлени мăшăрсен чăн туйăмĕсене тĕрĕсленĕ. Вениамин Васильевич 30 çул ĕнтĕ 1-мĕш ушкăнри инвалид. Чире чăтма, пурăнма ăна мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, чи кирли – юрату пурри – вăй-хăват парса тăрать.

Çак кунсенче Васильевсене ылтăн туй ячĕпе Мăн Турхан ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Викторов, райадминистрацин загс пайĕн пуçлăхĕ А.Степанова, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ И.Романов тата унăн заместителĕ И.Смолина саламларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика