Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питраври уяв

26 июля 2008 г.

85 киллĕ Хурапыр Юнтапа çыннисем кăçал пĕрремĕш хут ял уявне паллă турĕç. Ăна клуб заведующийĕ Ольга Гордеева пуçарнипе йĕркелерĕç. Уяв программи питĕ анлă пулчĕ. Малтанах ял халăхĕ ушкăнăн-ушкăнăн юрласа-ташласа клуб умне пуçтарăнчĕ. Кашни ушкăн хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Ярмушка ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем те хăнара пулчĕç, халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Çак кун хурапырсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 85 çулти Марк Германовичпа Фаина Федоровна çемье чăмăртанăранпа 60 çул çитнине – бриллиант туя – паллă турĕç. Сăмах май, Марк Германович вăрçăри паттăрлăхшăн Мухтав орденне икĕ хутчен илме тивĕçнĕ. Елена Антоновнапа Михаил Иванович Ивановсен ахах туйĕнче те (вĕсем виçĕ теçетке пĕрле пурăнаççĕ) савăнчĕç. Кĕрлерĕ, шавларĕ Хурапыр Юнтапа ялĕ Питрав кунĕнче, шăранчĕ юрă урамра. Уявра çавăн пекех тĕрлĕ конкурс, спорт вăййисем иртрĕç, суту-илÿ пулчĕ.

Ял халăхне така шÿрпипе, кăпăклă сăрапа хăналарĕç, çырла кукли çитерчĕç. Каçхине çамрăксем уяв дискотекине пухăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика