Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ахаль журнал мар – вĕрентÿллĕ, кăтартуллă

26 июля 2008 г.

Калининăри вăтам шкулăн пултарулăх «лаççинчен» тухакан пысăк идейăсемпе пурнăçланă ĕçсем районти ытти вĕрентÿ учрежденийĕсемшĕн те çĕнĕлĕхсен çулне чĕнекен çутă «маяксем» пулса тăчĕç. Хальхинче те акă коллектив ĕçтешĕсенчен тепĕр хăйнеевĕрлĕ ĕçпе уйрăлчĕ – çĕнĕ журнал пичетлесе кăларчĕ.

«Малые географические открытия» – тăван тăрăх пуянлăхĕпе илемлĕхне тĕпчесе çырнă ĕç кăна мар, вĕрентÿ пособийĕ вырăнне усă курма та вырăнлăскер.

– Материалсене пилĕк çул пуçтартăмăр. Вĕренекенсем тĕлĕнмелле хастарлăх кăтартрĕç,– пĕлтерчĕ шкулти географи учителĕ Галина Митрофановна Зайцева.

Ĕçтешсемпе пластик хуплашкаллă, тĕслĕ сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă журналпа кăсăкланса паллашрăмăр. Çивĕч ăс-тăнпа тарăн шухăш хывăннă унта. Вăл Калинино тăрăхĕнчи çут çанталăкăн тĕлĕнмелле тĕнчине илсе çитерет, кунти географи объекчĕсене туллин уçса парать. Журнал, тĕпрен илсен, пĕтĕмпех вĕренекенсен проекчĕсемпе пултарулăх ĕçĕсенчен тăрать. Çавăн пекех паянхи обществăшăн чи кирлĕ ыйтăва малти вырăна кăларать – тăван çут çанталăк пуянлăхне упрамалла!

– Хамăр çуралса ÿснĕ вырăн – чи çывăххи. Эппин, унта пулса иртекен кашни пулăмшăн эпир хамăр яваплă. Унăн аваллăхĕпе пĕлтерĕшне пĕлменни намăс,– журналпа тĕплĕнрех паллаштарнă май калаçать проект пуçаруçи Галина Митрофановна.

Журнал тăватă пая пĕрлештерет: краеведени проекчĕсем, творчество ĕçĕсем, усăллă канашсем тата пултарулăх заданийĕсем. Малти страницăсенче – Раççейĕн политика-административлă, республикăн административлă, Вăрнар районĕн тата Калинино салин топографи карттисем.

Г.М.Зайцева ертсе пынипе журнал çулталăкне икĕ хутчен тухса тăрĕ. Авторĕсем – 11-мĕш «б» класра вĕренекенсем. Вĕсем çуллахи вăхăтра та алă усса лармаççĕ: «Нурăс» экологи сукмакĕн, 4–7 классем валли «Походра пулман – çуллана курман!» çул çÿрев маршручĕсене тĕпчеве хатĕрлеççĕ, тăван вырăнсене ÿкерсе илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика