Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттĕр

26 июля 2008 г.

Мĕн авалтан хресченшĕн тыр-пул акса çитĕнтересси чи юратнă та пархатарлă ĕç шутланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çăкăр-тăвартан асли çук теççĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать. Çурла уйăхĕ çывхарса килет. Кашни çулах çĕр çынни тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пуçтарса кĕртме ĕмĕтленет. Сĕтел çинчен çăкăр-тăвар ан татăлтăр тесен, чăн та, ĕçлекенĕн хура тар нумай тăкмалла çав... Вырмана тухиччен «Санары» агрофирмăпа «Янгорчино» кооперативра семинар-канашлу иртрĕ.

Техникăна ял хуçалăхĕн «чĕри» тесе калаççĕ. «Хурçă утсем» чăхăмласан уй-хир ĕçĕсене пурнăçлаймăн. Ун чухне хуçалăхăн панкрутăн тĕпсĕр çырми патне çитесси те инçех мар. Аталану çулĕпе пырас тесен кивĕ ял хуçалăх машинисем çине те шанăç сахалтарах. Пысăк тухăç паракан культурăсем çитĕнтересси çĕнĕ, хăватлă техникăна ĕçе кĕртнинчен нумай килет. Çавна асра тытса акă ку çула Раççей Ял хуçалăх министерстви ресурс перекетлекен технологисемпе усă курмалли çулталăк тесе палăртнă. «Санары» агрофирма – малашлăхшăн тăрăшакан хуçалăхсенчен пĕри. Çакă машинăпа трактор паркне çултан çул çĕнетсе пынинчен аван курăнать. Анчахрах агрофирма тырă выракан «Acros» комбайн туяннă. Унăн штурвалне тытса пыма пултаруллă механизатора Владимир Крипчакова шаннă. Семинара килнисем – ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, тĕп инженерсем, тĕп агрономсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем – çĕнĕ йышши тата ытти техникăпа паллашрĕç.

– Хăватлă «хурçă утсене», агрегатсене хавхалансах пăхрăм. Агрофирма ура çинче çирĕп тăнишĕн савăнатăп, – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне «Луч» кооператив ертÿçи В.Ижелеев.

Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене санарпуçсен 900 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Вырмана виçĕ комбайн хутшăнать. Яваплă тапхăра агрофирма ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Уй-хире тухмалли мĕнпур техника юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Тырă типĕтмелли тата тасатмалли комплексра таса та тирпейлĕ. Автотараса паян тесен паян уй-хир ылтăнне йышăнма хатĕр. Агрофирма ертÿçи Роберт Петров каланă тăрăх, вырма ĕçĕсене çурла уйăхĕн малтанхи кунĕсенче пуçăнмалла. Тухăç 35–40 центнертан кая пулмалла мар.

Районĕпе илсен, кăçал тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 14022 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Çак пысăк калăпăшлă ĕçе пурнăçлама 92 комбайн хутшăнать. «Техникăн 70 процентне тырă вырма тухма тĕплĕн хатĕрленĕ. Тĕслĕх кăтартакан ял хуçалăх предприятийĕсем – «Санары», «Янгорчино», «Мураты», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Луч», «Агрохмель», «Хорнзор», аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, – терĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров. – Çунтармалли-сĕрмелли материалсем кирлинчен 78 процент пур. Игнатьев фермер хуçалăхĕн мехпаркĕнче те лару-тăру лайăх».

«Правда», «Родина», «Юнтапа» кооперативсенче, «Гвардеец» агрофирмăра механизаторсем çитменни тыр-пула пуçтарса кĕртме чăрмантарма пултарать. Ертÿçĕсен кадрсен ыйтăвне татса парассипе тĕллевлĕрех ĕçлемелле.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ А.Борисов сăмах илнĕ май кĕлетсене питĕ типтерлĕн тасатмалли çинче чарăнса тăчĕ. Александр Николаевич тыр-пула кĕске вăхăтра анчах мар, пахалăхлă пуçтарса кĕртмелли пирки асилтерчĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, хăш-пĕр хуçалăхсенче çапса илнĕ тырă сахал мар тăкăнса юлнă. Капла çуркунне хура тар тăкни харама каять мар-и-ха;..

Семинар-канашлу малалла «Янгорчино» кооперативра тăсăлчĕ. Вырмана тухакан тата çĕр хатĕрлекен мĕнпур техника патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. «Сарă тинĕсе» ишеве икĕ «Дон» комбайн тухĕ. Вĕсене 4–7 çул каялла туяннă пулсан та, иккĕшĕ те вĕр çĕнĕ пекех. Патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕ И.Тимофеев ял хуçалăх машинисене çĕрпелсем пекех йĕркеллĕ упрама ыйтрĕ. Уй-хир карапĕсен штурвалĕсене тытакансен тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 613 гектар çинчен çапса тĕшĕлемелле.

Ученăйсем сăнанă тăрăх, ял хуçалăх культурисен тухăçĕн 20–25 проценчĕ мĕнле сорт акса-лартса çитĕнтернинчен килет. Курни илтнинчен лайăхрах. Хăнасем Вăрнарти сортсем сăнакан участока та çитрĕç, Валентина Егорова заведующи ял хуçалăх культурисен делянкипе паллаштарчĕ. Уй-хир ĕçсене пурнăçлама пулăшса пынăшăн Валентина Николаевна «Янгорчино» кооператив ертÿçине Геннадий Романова тав турĕ.

Ÿсен-тăран отраслĕнче тупăшлă ĕçлес тесен мĕн тумалла; «Россельхозцентр» патшалăх учрежденийĕн филиалĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Шашкин вăрлăх пахалăхне тĕрĕслессипе, ял хуçалăх культурисене чир-чĕртен тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлессипе тухăçлă тимлеме ыйтрĕ.

Кăçал çурла уйăхĕнче çанталăк уяр тăмалла тесе калаççĕ. Инкек-синкек час-часах этем айăпĕпе сиксе тухать. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнче тимлекен Александр Шурдеев вырма вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен асăрхаттарчĕ.

Хĕрÿ тапхăрта яваплăх туйăмне ÿстересси – кашни ертÿçĕн, ĕç çыннин тивĕçĕ пулмалла. Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Терентьев вăрă-хурахсем хуçалăх мул-туприне çаратасран çĕрле хуралçăсем тăратма хушрĕ.

Ĕççи вăхăтĕнче эрех-сăра ĕçме юрамасть. Ĕç сыхлавĕ енĕпе тимлекен районти тĕп специалист-эксперт Е.Алексеев сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалли çинчен çирĕппĕн каларĕ.

Вырмана ăнăçлă ирттересси хуçалăхра тăрăшакан пур ĕçченрен те килет. Район пуçлăхĕ А.Кузьмин, унăн заместителĕ С.Павлов тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пуçтарса кĕртме сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика