26 июля 2008 г.
Светлана Чикмякован статйисенче автор тăван Вăрнар ене хĕрÿллĕн юратни, хамăр район çыннисемпе мăнаçланни яр-уççăн сисĕнет. Поселок çĕнелсе илемленни çинчен çырать-и вăл, спортсменсен çитĕнĕвĕсене палăртать-и е культурăпа çутĕç учрежденийĕсен ĕçне-хĕлне çутатать-и – çивĕч куçлă журналистка пур ырă пулăмсене те вăхăтра асăрхать, вулакансене витĕмлĕ сăмахпа савăнтарма, хавхалантарма пĕлет. Паянхи кун – пурте укçа-тенкĕ авăрне пуçхĕрлĕ чăмнă тапхăрта – хамăр пурнăçри тÿнтерле пулăмсем унăн чун-чĕрине те ыраттараççĕ. Чукун çул вокзалĕ умĕнчи чечек чÿлмекĕсене çĕмĕрни, чечексене сĕмсĕррĕн вăрласа кайни, урама хĕвелçаврăнăш хуппипе варалани тата ытти те тарăхтарать автора. Ку чухнехи «вандалсене» чарма хăват çитмесси пăшăрхантарать. Пытарма кирлĕ мар, ку енĕпе пĕр-пĕр ăнăçу пуласси мана та самаях иккĕлентерет.
Камсем-ха çав «вандалсем»; Паллах, авалхи Рим империйĕнчи культура памятникĕсене аркатаканнисем мар. Урăх планета çинчен те персе анман вĕсем. Этем нĕрне çухатнă çав çынсем – «перестройка ачисем». Пуçа мĕнле шухăш пырса кĕнĕ – çавна тăваççĕ. Кайран-малтан мĕн пулса тухасси вĕсене пачах кăсăклантармасть.
– Дачăри участокра кишĕр, хăяр, сухан, помидор акса-лартса ÿстереттĕмĕрччĕ. Анчах та «çĕрлехи хăнасем» çимĕçсене çарата-çарата кайнă пирки вĕсене çитĕнтерме пăрахрăм, – тет чиркĕве пынă паллакан Вăрнар хĕрарăмĕ.
Ĕçме укçа çитмесен ватă ашшĕ-амăшĕн пенсине эрех туянма туртса илесси, пĕр-пĕр çынна таптаса каясран та шикленмесĕр машинăна ÿсĕр пуçпа сиккипе хăваласси, çĕрле пĕтĕм халăх çывăрнă вăхăтра асар-писер музыка ярса кĕрлеттересси йăлана кĕрсе кайрĕ. Ватăраххисем асăрхаттарсан чышкă-муклашкă туянтарассипе хăратаççĕ е килпетсĕр икĕ-виçĕ хутлă сăмахсемпе лаплаттарса хураççĕ. Ирĕксĕрех шăла çыртма тивет. Курнă куçа курман туса «хама тапăнман йытă аякран иртсе çÿретĕр», – тесе хăвăртрах пăрăнатăн вара. Нимле яваплăх та тыттарманни, чаракан та çукки çакнашкал пуçтахсемпе сĕмсĕрсене тата ытларах алхасма, тем тĕрлĕ киревсĕр ĕçсем тума хĕтĕртет.
Ырă, таса чунлă, ĕçчен, хастарлă çамрăксем те, паллах, сахал мар. Шăпах çавсем çинче пурнăç тытăнса тăрать те. Çавăнпа паянхи каччăсемпе хĕрсене пурне те хура тикĕтпе вараласси ман пĕрре те асра çук. Анчах та пĕр ĕне пĕтĕм кĕтĕве варалать тенĕ пек темиçе «вандал» ытти çамрăксен ятне çĕртеççĕ. Аслăрах ăрурисем вара вĕсем тăрăх тепĕр чухне мĕнпур яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хурлама пăхаççĕ.
Ашшĕсем ачисене ăнланманни вырăссен аслă писателĕ И.С.Тургенев хăйĕн романĕнче шутласа кăларнă япала мар. Кулленхи пурнăçра кун пеккине кашни утăмрах курма пулать. Юн вĕрекен çамрăклăх никам йăнăшĕсене те шута илмест, тĕрĕссипе, пурнăçа пачах ăнланмасть. Ăнлансан та паянхи кунпа кăна пурăнать вăл, ватлăх çинчен шутласа пуçа ватмасть. Пурне те тума пултарассăн, çамрăк ĕмĕр малашне те татти-сыпписĕр тăсăлассăн туйăнать. Тем хушăра-çке вăй-хал чакать. Сывлăх хавшать, тус-тантăшсем те таçта кайса кĕреççĕ, чир-чĕрпе, инкек-синкекпе куçа-куçăн тăрса юлатăн вара. Нимĕçсем калашле, çирĕмре хитре пулмасан, вăтăрта – вăйлă, хĕрĕхре – пуян, аллăра ăслă пулмасан, кун пек çынран урăх нимĕн тен кĕтмелли çук. Пурнăç хăйĕн çине çăмăлттайла, пÿрне витĕр пăхнăшăн кайран хаяррăн тавăрать.
Пирĕн ватлăхри канлĕх çитĕнекен ăру мĕнле воспитани илнинчен килет. Пĕр сăмахпа каласан, ачасем – пирĕн пуласлăх. Ку сăмахсем хăлхана йÿçĕхтернĕ пулин те чăнлăх пулма пăрахмаççĕ. Мĕншĕн тесен эпир пурте – ачалăх тĕнчинчен. Эпĕ юнлă Гитлер йытти хамăр Тăван çĕршыв çине вăрçăпа вăрă-хурахла тапăннă хыççăн шăпах тепĕр виçĕ эрнерен çуралнă. Ашшĕсем фронтра пуç хунă пирки ман тантăшсенчен нумайăшĕ тăлăх ÿсрĕ. Çапах эпир пуçа усса ларман. Мĕн пĕчĕкрен аслисем пире ĕçе явăçтарнă. Алла çурлапа кастарса тырă вырнă эпир, молотилкăпа авăн çапнă çĕрте талăкĕпе кĕлте йăтнă, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрленĕ. Ĕççи вăхăтĕнче урам тăрăх янккаса выляса çÿрекен пĕр ачана та курма çукчĕ ун чухне. Пурте çитĕннисемпе пĕрле уй-хирте хура тар юхтаратчĕç. Вăрçă юхăнтарнă çĕршыва ура çине тăратас ĕçре пирĕн те – пĕчĕк шĕвĕрсен – хăйне май тÿпе хывăннă. Тăван çĕршывшăн, халăхшăн усăллă çынсем пулма вĕрентсе ÿстернĕ пире.
Ылханлă вăрçа пула тем тĕрлĕ асап курса ÿсрĕмĕр пулин те пире совет влаçĕ пăрахмарĕ. Юратнă çĕршывăмăр ырлăхĕшĕн вĕренме, ĕçлеме çул уçса пачĕ. Эпĕ – ĕмĕрне хура ĕçре ирттернĕ мĕскĕн чăваш хресченĕн ывăлĕ – аслă шкула вĕренме кĕтĕм, алла диплом илнĕ хыççăн ĕç те, пурăнма хваттер те тупса пачĕç. Манран никам та пĕр пус та укçа ыйтман. Пачах урăхла, патшалăх хăй мана, çамрăк специалиста, ура çине тăма пулăшнă. Чирлесен медиксем те пĕр тÿлевсĕрех сыватнă. Çуллахи отпуск вăхăтĕнче турист путевкипе çĕршывăмăр тăрăх курса çÿренĕ. Абрамович йышши капитализм геройĕсем хытă тăрăшса ĕçленипе çав вăхăт халĕ мана темле асамлă юмахри пек кăна туйăнать. Чăнах та, пуррине упрамастпăр, çухатсан выртсах макăратпăр çав.
Горбачев «перестройки» социализм стройне тĕпрен аркатса хăватлă, индустриллĕ çĕршыва çĕр сакăрвунă градус таран тепĕр майлă çавăрса лартрĕ. Буржуаллă идеологи апологечĕсем демократи ячĕпе витĕнсе Совет Союзĕпе унта пурăнакан халăхсем çинчен тем тĕрлĕ хура элек сарма пикенчĕç, ĕмĕртенпе туслă пурăннă пĕртăван халăхсене пĕр-пĕринпе харкаштарса ячĕç. Çав пăтăрмахпа усă курса чубайссемпе мавродисем пĕтĕм халăх тунă пурлăха çаратрĕç, миллионшар çынна çука хăварчĕç. Совет халăхĕ утса тухнă паттăрла çула хура пылчăкпа вараласа тăкрĕç хайхи демократсем, истори чăнлăхĕ çине лач! сурчĕç. Патриотизмла произведенисене шкул программинчен кăларса пăрахрĕç. «Начальная военная подготовка» предмета вĕрентме пăрахрĕç. Совет халăхĕн чи юратнă паттăр ывăлĕпе хĕрĕн Александр Матросовпа Зоя Космодемьянскаян таса ячĕсене те манăçа хăварасшăн пулчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн синкерлĕ 90-мĕш çулĕсенче ачасене патриотла воспитани парассине хăй юххипе ячĕç, пионер дружинисемпе комсомол организацийĕсем саланса кайрĕç. Халĕ вара Аслă Отечественнăй вăрçă хăçан пулнине, Жуков камне, Сталин вăрçă вăхăтĕнче мĕнле должноçсенче тăнине пĕлекенсем те çамрăксем хушшинче питĕ сахал. Йăхне-кăкне астуман Ивансем хунаса кайрĕç çĕршывра. Çавăнпа салтака каясран пăрăнакансем пинĕ-пинĕпе шутланаççĕ. НАТО хамăра йĕри-тавра хуптĕрлесе илнĕ май, çакă пире вилĕмле хăрушлăх умне кăларса тăратнине те ăнланасшăн мар вĕсем.
«Секс», «гомосексуалист», «лесбиянка», «бойфренд», «гражданла мăшăрлану», «кайф», «тусовка» тата ытти çавăн йышши сăмахсем çамрăксен лексиконне вăркăнса кĕчĕç. Пĕр хушă демократсем шкулта «Половое воспитание» предмета вĕренттересшĕн пулчĕç. Телевиденипе те эротика тесе порнофильмсем çавăрттарчĕç. Именчĕк, вăтанчăк çынран «комплекс неполноценности» тесе шăл йĕрчĕç. Аслăрах пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем космонавт, геолог, агроном, доярка пулма ĕмĕтленетчĕç пулсан, «перестройка ачисем» куçранах пĕр хĕрелмесĕр «ÿссен проститутка пулатăп, бандита тухатăп» тетчĕç.
Турăран хăрама, этемрен вăтанма хушнă авалхи çынсем. Чун-чĕрере, шалта, усал ĕçсем тума тытса чаракан тормоз пулмасан ăс-тăн çирĕпленсе çитмен çамрăк çын тискер кайăкран та хăрушăрах иккен. Мĕн ырă, мĕн усал – çавна та уйăрса илеймест вăл. Уншăн пĕр хăй пурăнса пултăр. Вăй-хал нумай – ăс-хакăл кирлĕ мар. Мĕн килĕшмест, çавна аркат. Паян урамри вазонсене, ыран витринăсемпе магазинсене... Ку енĕпе пирĕн «вандалсен» анăçри цивилизациллĕ çамрăксенчен вĕренмелли нумай-ха. Юлашки çулсенче кăна, авă, Францире урса кайнă йĕкĕтсем мĕн чухлĕ автомашинăна çунтарса ячĕç, Бельгире витринăсемпе кантăксене аркатрĕç. Мĕн акатăн – çавă шăтать. Укçа-тенкĕ самани «ăслă, ырă, ĕмĕрлĕх» тĕшши вырăнне чи усал талпиçен, хыт-хура акса ÿстерни тинех куçа курăнать. Ара, бизнесра, коммерцире нимле совесть те пулма пултараймасть, тесе реформаторсем хăйсемех йышăнаççĕ вĕт! Капитализм обществинче çыншăн çын – кашкăр. Ху ют пыра çыртса татаймарăн пулсан хăвна кăшласа çисе яраççĕ. Вăт сана цивилизаци!
Пирĕн реформаторсем анăçра саккунсене çирĕп пăхăннине, пур тавлашуллă ыйтăва та суд урлă татса панине палăртма юратаççĕ. Çав вăхăтрах унта джентльмен таранах пĕр-пĕрин кашни утăмне йĕрленине пачах аса илмеççĕ. Çак самантра санпа кулса калаçакан çын тепĕр минутранах, пĕр-пĕр айăп тупсан, сан çинчен полици участокне шăнкăравласа арестлеттерме пултарать. Çакна шăпах гражданла общество теççĕ те ĕнтĕ унта. Америкăра нумай çул пурăннă Алексеева диссидентка-правозащитница каланă тăрăх, кирек мĕн тума та ирĕк парсан Пĕрлешÿллĕ Штатсем тепĕр эрнеренех Совет Союзĕ пек арканса кайма пултараççĕ имĕш.
Анăçра пулнă пирĕн туристсем унти çĕршывсенче скинхедсем, хипписем тата ытти çавăн йышши çамрăксем йышлине палăртаççĕ. Вĕсен куçĕсенче пĕр шанчăк-ĕмĕт те курма çук иккен. Пушă куçсем! Халĕ хамăр патра та унашкал çамрăксене асăрхама пулать. Социаллă танмарлăх, тĕрĕсмарлăх, малашлăх çукки вĕсен чĕрисенче тарăху, курайманлăх çуратать, эрех-сăрапа наркотик пурнăçри йывăрлăхсене манса кайма хистет. Чунĕ тăвăнса çитнипе те хăшĕ-пĕри «вандала» тухать пулĕ.
Ман шутпа, реформаторсен чи пысăк йăнăшĕ (тен, айăпĕ) – этем чунне аркатни. Совет Союзĕнчен тăрса юлнă ĕç тата материал ресурсĕсем пĕтсе пыраççĕ. Çакна тинех асăрхаса илчĕç курăнать. Юлашки вăхăтра çине тăрсах çын факторĕ, этем капиталĕ пирки калаçма пуçларĕç. Анчах тĕнчери чи лайăх вĕрентÿпе медицинăна аркатни çĕршыври йывăр лару-тăрăва çăмăллатасси пирки иккĕленÿллĕ шухăшсем çуратать.