23 июля 2008 г.
Çĕр çинче профессисем нумай. Кашнийĕ пархатарлă. Шур халатлă ĕçченсене медицина учрежденийĕсенче кăна мар, сĕт-çу ферминче те курма пулать. Вĕсен хĕлĕн-çăвĕн кану çук. Акă дояркăсем, сăмахран, кашни кун такăр çулпа ир-ирех ĕне фермине васкаççĕ.
– Тепĕр чух кил-тĕрĕшри ĕçсене пуçтарма вăхăт çитмест. Юрать, ачасем пулăшаççĕ, – пĕлтерчĕ «Броневик» кооперативра тăрăшакан Ольга Козлова. Хастар доярка ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен кăçалхи смотр-конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Унпа пĕрле фермăра тимлекенсем те – Галина Куликова, Алевтина Куликова – ăмăртура хăйсен професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартнă.
«Кольцовка» агрофирмăра вăй хуракан дояркăсем пирки те лайăххине кăна каламалла. Вĕсем пахалăхлă сĕт ытларах суса илсе агрофирмăна тупăшлă тăвасшăн. Галина Яковлева хулара çитĕннĕ пулсан та ял ĕçне хăвăрт хăнăхнă, тăван хуçалăхра çиччĕмĕш çул вăй хурать. Татьяна Стрижкинан та ĕç стажĕ пĕчĕк мар – 12 çул. Вăл кашни çулах дояркăсен ăмăртăвне хастар хутшăнать. «Эпир тăваттăн 170 пуç ĕне сăватпăр, – пĕлтерчĕ ĕç çынни. – Хальхи вăхăтра вăтам сăвăм 12,6 килогрампа танлашать. 1985 килограмне патшалăха сутатпăр».
Районти хуçалăхсенче пурĕ 2160 пуç ĕне тытаççĕ. Куллен вăтамран 30030 килограмм сĕт суса илеççĕ, 25875 килограмне патшалăха сутаççĕ. Кулленхи сăвăм – 13,9 килограмм. Çак кăтарту Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты» кооперативсенче тата пысăкрах: кунта кашни ĕнерен талăкне 17,4 килограмм сĕт суса илеççĕ. «Юнтапа» кооперативри сĕт-çу ферминче тимлекенсен вара ĕç кăтартăвĕ пĕчĕкрех. Вĕсем кашни ĕнерен сĕт 8,9 килограмм кăна сĕт суса илеççĕ.