23 июля 2008 г.
Çамрăксене хăйсен «йăвине» çавăрма паян çăмăл мар. Пĕр сăлтав – çурт-йĕр хакĕсем ытла та хытă «çыртаççĕ». Ĕç укçисем ÿссе пыраççĕ пулин те, бюджет сферинче, ял хуçалăхĕнче тимлекенсен тата ыттисен хваттер е çурт туянма, хăпартса лартма кирлĕ суммăна хăйсем тĕллĕн пухса çитересси çинчен шутлама та май çук. Куçман пурлăх хакĕ ниме пăхăнмасăр çĕпре çинчи пекех хăвăрт хăпарса пырать. Çĕнĕ, хваттерсем йÿнĕ маррине ăнланма пулать тейĕпĕр, анчах «иккĕмĕшле» çурт-йĕр те хăйĕн чăн-чăн хакĕнчен темиçе хут пысăк.
Çамрăксен, паллах, уйрăм кил-çуртра хăйсен пурнăçне тăвас килет. Ку тĕлĕшпе вĕсене патшалăх енчен май килнĕ таран пулăшни питĕ савăнтарать. «Çурт-йĕр» федераллă программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограмма, ялта ĕçлекен çамрăк специалистсемпе вĕсен çемйисене, ялта пурăнакан граждансене кил-çурт çавăрма çăмăллăхсем паракан тата ытти программăсем, акă, пĕрремĕш çул мар ăнăçлă ĕçлеççĕ.
«Çамрăк çемье» çумпрограммăпа, сăмахран, хваттерĕн е çуртăн расчет хакĕн 40 проценчĕ чухлĕ субсиди илме май пур. Çавнашкал телейлисем кăçал районта 23 çемье, ытларахăшĕ – виçĕ çынран тăраканнисем. Халĕ вĕсем тавăрса памалла мар субсидисене тивĕçни çинчен свидетельствăсене алла илнĕ те ĕнтĕ, банкра счет уçассипе тимлеççĕ. Упăшкипе арăмĕ 35 çула çитеймен çемьесене çакăн пек çăмăллăх кÿме тĕрлĕ бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнă: федераллинчен – 6337,571 пин тенкĕ, республикăринчен – 1690, 019 пин тенкĕ, вырăнтинчен – 1058,400 пин тенкĕ. Социаллă тÿлевсен виçине пĕр тăваткал метра 18 пин те 500 тенкĕпе (районти вăтам хакпа) шутласа пама йышăннă.
«2012 çулчченхи ялăн социаллă аталанăвĕ» федераллă программăпа ялта ĕçлекен çамрăк специалистсене тата ялта пурăнакан граждансене çурт-йĕр туянма е хăпартма – пулăшма палăртнă: пĕрремĕшсене хваттерĕн е çуртăн расчет хакĕн 70 процентне, иккĕмĕшсене 30 процентне субсидилесе. Районта, сăмахран, ялсенче тата поселокра вăй хуракан 14 çамрăк специалист черетре тăрать. Вĕсене çăмăллăхпа тивĕçтерме федераллă бюджетран – 1310,0 пин тенкĕ, районтинчен 2100,0 пин тенкĕ уйăрнă. ЧР Ял хуçалăх тата Финанс министерствисем çурт-йĕрĕн расчет хакне пĕр тăваткал метра 15 пин те 500 тенкĕпе шутласа палăртма çирĕплетнĕ.
Çăмăллăх илекенсен тепĕр ушкăнне – ялта пурăнакан граждансене – тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтерес тĕллевпе вара федераллă бюджетран 1790,0 пин тенкĕ куçмалла.