Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХВАТТЕРТИ «ÇУМĂР»

23 июля 2008 г.

– МЧС вăхăтра пулăшу пани сенкер экран çинче кăна иккен, – кĕç-вĕç йĕрсе ярасла калаçать кил хуçи хĕрарăмĕ, йĕпеннĕ маччасемпе стенасем çине кăтартса. – Икĕ сехет иртрĕ, тивĕçлĕ органсем хыпса та çунмаççĕ. Пирĕнпе «футболла» выляççĕ кăна...

Хваттер хуçисем «юлашки шанăçпа» тунтикун, кăнтăрла тĕлнелле, хаçат редакцине шăнкăравласанах поселокри Тракторнăй тăкăрлăкри 2-мĕш «б» çурта тухса вĕçтертĕмĕр. Чăнах та, инкек паллисем урамранах курăнаççĕ. Кирпĕчсем витĕр йĕпе урамалла та тапса тухнă. Подъездăн пĕрремĕш хутĕнче шыв кÿлленнĕ, стена çĕвĕ тĕлĕнчен йĕпе. 4-мĕш хутра пурăнакан Веденинсен вара хваттерĕнче шапăртатсах «çумăр çăвать» – кашни пÿлĕмĕнче. Пиллĕкмĕш хутран тапса тухнă инкек, ахăртнех, кухньăран пуçланнă – Веденинсене черетпе лартса тухнă савăтсем те пулăшаймаççĕ. Шывпа тулнă газ колонки çак кунтан хăй ĕмĕрне вĕçлерĕ те пулĕ, раковина çинче мĕскĕннĕн шыв сăрхăнтарса выртать. Пĕр кана шывра ишнĕ палас хĕвел çинче «хĕртĕнет». Обойсем хăмпăланнă...

Ку çуртăн пĕрремĕш подъездĕнче пурăнакансем уяр кунта хăйсем çийĕн çакнашкал «пĕлĕтсем» капланасса шутлама та пултарайман. Инкеке çийĕнчех сирме те пулĕччĕ-ха, шел, пиллĕкмĕш хутрисем килте çук. Аялти хутсенче пурăнакансем каланă тăрăх, «кунта темле сектантсем – иеговистсем – пурăнаççĕ» имĕш. Апла-и, капла-и, анчах вĕсем çĕрĕшнĕ пăрăхсем пирки тивĕçлĕ инстанцие унччен пĕлтернине, анчах яваплă органсем енчен нимĕнле хускану та пулманнине аялти кÿршĕсем çирĕплетсех каларĕç.

Ĕненме пулать – инкек йăтăнса ансан та вăхăтра пулăшу кÿменнине шута илсен. Шăпăртатакан шыв сассипе икĕ сехет хушшинче Веденинсемех акă кама кăна тилмĕрмен – МЧС, коммуналлă хуçалăх, «Вурнарский» тепловодоканал» ĕçченĕсене, йĕрке хуралçисене. Шел, тепĕр чухне макăракан ачана та кăкăр сĕчĕ тивĕçмест иккен...

Кунашкал инкексенчен Тур сыхлатăр та, анчах нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене ку тĕслĕх чылайăшне пуçа хыçтарать – çĕрĕшнĕ коммуникаци хăйсене те кирек хăш вăхăтра та йĕртме пултарать-çке.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика