23 июля 2008 г.
Районти тепĕр ял хуçалăх кооперативĕн уй-хирĕнче кун чухлĕ çум курăк ÿсмест пулĕ – Вăрнар поселокĕнче вара хăть курав ирттер. Илепер, кушак курăкĕ, йыт пырши, куршанак, вĕлтрен, сив курăкĕ, армути... – шел, ку хутĕнче тĕрлĕ тĕспе ялкăшакан вун-вун тĕслĕ ÿсен-тăран пачах куçа илĕртмест, тавралăх сăнне пăсать çеç.
Поселок тăрăх тунтикун ирттернĕ «çулçÿрев» чăнахах кăмăла пăсрĕ – нивушлĕ Вăрнар илемлĕхрен писрĕ; Хирĕçлеместĕп, куç умĕнчи урамсем, çурт çывăхĕсем тирпейлĕхе çухатман. Анчах шаларах кĕрсен е аяккарах кайсан; Акă Ленин урамĕнчи 2-мĕш çурт çывăхĕнчи ÿкерчĕкех илер. Гаражсем çумĕнче çум курăк тахçантанпах çынран та çÿллĕрех ешерет ĕнтĕ. Юнашарти çÿп-çап тăкмалли вырăнти йĕркесĕрлĕх тирпейсĕрлĕхе «тăсать» кăна. Сăмах май, хаçатра пичетлесе кăларнă хыççăн кунта купаланнă йăлари хытă каяшсене тасатнăччĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ – унчченхи ÿкерчĕк каллех хăй вырăнне йышăнчĕ.
Поселокри чылай çурт таврашĕ те тепĕр уçланкăран та «тĕслĕрех». Çул айăккипе ÿсекен спирейăсем ăшне вара тăрсах пытанма пулать. Ахаль çĕрте юрĕ-ха, анчах тăкăрлăксенче вăл питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратать-çке. Уйрăмах водительсен çул çинчи курăнаслăхне чакарать. Инкек-мĕн пулсан тÿпенелле кармашакан тĕмсене айăпламалла-ши; Вăхăтра касманранах, акă, спирейăсем Ашмаров урамĕнчи 4-мĕш, К.Маркс урамĕнчи 12-мĕш тата чылай çуртсен пĕрремĕш хучĕсенчен те çÿллĕрех кармашнă. Гагарин урамĕнчи 44-мĕш, Севернăй тăкăрлăкри çуртсен çывăхĕсем тахçанах çава таврашĕ курман. Хăш-пĕр уйрăм çынсен çурчĕсем умĕнче те çакнашкал ÿкерчĕксемех.
Унчченхи çулсенче çум курăка çаплах ашкăрма панине ас тумастăп. Паян вара мĕн чăрмантарать; Е ку инкекпе те район администрацийĕн ĕçченĕсем кĕрешме тухасса кĕтеççĕ; Вĕсем ахаль те поселок урамĕсене çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех тасатса тăраççĕ. Ку ĕçрен район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин хăй те пĕрре те пăрăнман. Пĕрисен ырă ĕçĕ теприсен чыссăрлăхне, тирпейсĕрлĕхне «çуратмалла» мар пек те. Анчах та пулăшу йĕркесĕрлĕхе те хăнăхтарма пултарать иккен.
Тирпейсĕрлĕхе паян наци культурин чи çивĕч ыйтăвĕсен шайнех лартмалла пулĕ. Чĕрчунсене алла илсе вĕрентме пулать те, нивушлĕ халăха йĕркелĕхе хăнăхтарма нимĕнле мел те витмест; Тен, куçа-куçăн калаçусем, пĕрлехи пухусем çÿп-çап куписем йĕркеленессине, çум курăк ашкăрассине чакарма май парĕç. Темле çав... Тепĕр тесен, юлашки вăхăтра куçа тăрăнакан çитменлĕхсене те хаçатра çырнă хыççăн кăна асăрхама тытăнчĕç те...