23 июля 2008 г.
Мăн Явăш шкулĕнчи учительсем район хаçатне активлăн çырăннă. Çакăн çинчен мана директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Надежда Петровна Федорова каларĕ. Вырăнти почта уйрăмĕн начальникĕ С.А.Аршуткина та çакна çирĕплетрĕ.
Район хаçатне шкул ачисене те вулама хăнăхтармалла. Вăл вĕсен тавракурăмне ÿстерет, литература чĕлхине аталантарать, статьясем çырма хăнăхтарать. Пирĕн шкултан хаçата çырса тăракансем те пур: Альбина Васильевна Павлова, Зоя Петровна Казакова учительсем, А.Федорова, А.Казакова вĕренекенсем. Кунтан вĕренсе тухнă Лена Трофимова акă журналистика факультетĕнче вĕренет.
Ытти шкулсенчи вĕренекенсем те хаçатпа туслă çыхăну тытаççĕ. Акă Пăртас шкулĕнчен тухнă Оля Иванова ăслă статьясем çырать. Вĕсене юратсах вулатăп.
Нумаях пулмасть Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Е.Ефимовăн «Нурăсра та педучилище пулнă» статьи пичетленсе тухрĕ. Лайăх çырнă, мухтамалла çамрăк автора!
Пирĕн çемье район хаçатне вăл тухма тытăнсанах, вăтăрмĕш çулсенчех, çырăнса илме тытăннă. Ăна пĕр çулта çырăнмасăр хăварман. Малтан эпир хаçатра пичетленнĕ уйрăм интереслĕ статьясене касса илсе ятарлă альбомсем тума пĕлмен. Халĕ эпĕ «Пĕлме интереслĕ, вуласа кур!» ятпа статьясен пуххине туса пыратăп. Вĕсене 70-мĕш çулсенче тума пуçларăм. Уйкас Явăшри библиотекăра ĕçлекен Анфиса Ильинична Волкован тĕслĕхĕпе. Чăнах та питĕ килĕшрĕ вăл кăтартнă альбом мана. Алран ямасăр вулас килет унти статьясене. Пурнăçра пулса иртнĕ ĕçсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухаççĕ. Малтанхи альбома Явăш, Элмен енчен çыракан авторсен статйисене çыпăçтарса пытăм. Татьяна Отрыванова, Виталий Романов, хам çырнă статьясене пухнă. Вĕсем кайран кĕнекесем кăларнă вăхăтра усă курма лайăх пулчĕç. Петр Егоровăн, Петр Михайловăн, Григорий Илеперĕн, Виталий Красновăн, Василий Мининăн статйисем маншăн хаклă. Хальхи авторсенчен Калистрат Воробьевăн, Михаил Васильевăн, Владимир Москвинăн, Григорий Скворцовăн, Василий Константиновăн, Иван Егоровăн, Светлана Чикмякован, Елена Тикиневан статйисене альбома хурса пыратăп. Журналистсемпе обществăлла корреспондентсем, сире те çакнашкал альбомсем туса пыма сĕнетĕп.
Вĕсем районăн кун-çулне, аталанăвне çутатаççĕ, çитменлĕхсемпе ырă енсене туллин палăртаççĕ.