23 июля 2008 г.
Çамрăк ăрăва эстетика воспитанийĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе Вăрманкасри шкул директорĕ И.Лукина, çавăн пекех музыка учителĕ Л. Максимов çине тăнипе, Вăрнарти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Н.Катанаева тата музыка ертÿçи В.Михайлов пулăшнипе Вăрманкасри шкулта музыка уйрăмĕ уçăлнăранпа икĕ çул иртрĕ.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче чăваш музыка инструменчĕсемпе калама вĕренекен уйрăмра 8 ача, «Хĕвел тĕрри» ташă ушкăнĕнчи уйрăмра вун иккĕн (хореографĕ И.Лукина) пĕлÿ илчĕç. Вĕсем кăçал экзамен тытса пĕрремĕш класс пĕтерчĕç.
Юрă-кĕвĕпе паллашасси, паллах, ача садĕнчен, шкултан пуçланать.
Лев Алексеевич шучĕпе, чи кирли – ачасене тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калама вĕрентни çеç мар, музыка, халăх пултарулăхĕ, тăван чăваш халăхĕн юрри-кĕвви, ташши чун-чĕрене пуянлатни пулса тăрать. Л.Максимов, И.Лукина, В.Михайлов çамрăк ăрăва чăваш тата ытти халăхсен классикăлла юрри-кĕввине, ташшине вĕрентсе пархатарлă ĕç тăваççĕ. Хăйсен вĕренекенĕсемпе пĕрле Вăрманкасри тата Мăньял Хапăсри культура çурчĕсенче концертсем тăтăшах кăтартаççĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ирттернĕ мероприяти халĕ те асра. Р.Петрова воспитатель ертсе пынипе Таня Ефимова, Ваня Зайцев, Лена Ченчукова, Стасик Тимофеев, Ксюша Ефимова, Кирилл Осипов, Андрей Лукин, Соня Татарова, Ксюша Игнатьева, Рая Чаркова лайăх юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем вуларĕç, илемлĕ сценкăсем кăтартрĕç. Çамрăк музыкантсен ансамблĕ чăваш, вырăс халăхĕсен юрри-кĕввине каласа концерта пуянлатрĕ. Саша Марков, Артем Татаров, Коля Афанасьев – баянпа, Павел Тимофеев – купăспа, Влада Татарова, Витя Краснов, Катя Волкова – балалайкăпа, Света Тимофеева, Клара Петрова – тăмрапа, Аня Павлова, Регина Иванова, Катя Сергеева – шакăртмапа, Марина Маркова – шăхличпе, Лена Кошкинапа Лолита Одырева синтезаторпа калани пурин кăмăлне те кайрĕ.
«Хĕвел тĕрри» ташă ушкăнĕнчи Аня Павлова, Марина Маркова, Витя Краснов, Катя Сергеева, Катя Зайцева, Надя Ченчукова, Лена Одырева, Маша Захарова, Андрей Катенев, Влада Татарова, Катя Волкова, Света Тимофеева, Сабрина Абрамова чăваш, вырăс, украина, инди, тутар халăхĕсен ташшисене тĕлĕнмелле илемлĕ ташласа халăха савăнтарчĕç.
Витя Красновпа Андрей Катенев матрос ташшине чăн-чăн морякпа пĕрех çаптарчĕç. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисем музыка уйрăмĕнче пĕлÿ илнипе питĕ кăмăллă. Музыка инструменчĕсемпе калама, юрлама-ташлама вĕрентни – пархатарлă ĕç.