23 июля 2008 г.
Çуллахи шăрăх кунсем. Хăнана килнĕ мăнукпа упăшки шыва кĕрсе уçăлмалăх таса шывлă пĕве çуккипе аптрасах çитрĕç. Ял хушшинчи чи пысăк пĕве татса кайнăранпах çум-курăкпа хупланса ларнă, урлă каçса çÿреме кĕперĕ те çук. Ытти пĕвесем те йăшпа тулса ларнă, мĕн кăна ÿсмест унта. Ултă çухрăмра Кÿлхĕрри кÿлли пуррине аса илтĕм, лартăмăр та кайрăмăр шыва кĕме.
Калама çук таса шывлă кÿлĕ тĕкĕрĕ катаранах чуна туртса илемлĕн сарăлса выртать. Хам Нурăсри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне хреснатте патĕнче пурăннă май кÿлĕ хĕрне пĕрре кăна мар çитсе курнă. Колхозра ĕçлекен пулăçсен бригадирĕ Теренти пичче ятарласа кÿлĕ пуçĕнче картланă вырăнта вăлчаран тухнă вĕтĕ пулăсене ÿстерсе кÿлле яратчĕ. Пулă сĕрнĕ вăхăтра сĕрекерен 50-шар пулла – карпсене – икĕ алăпа çĕклесе тухса 500 литр кĕрекен каткана ярса склада ăсататчĕç.
Вунтăватă гектар анлăш кÿлĕ ял халăхĕшĕн чăнах та çут çанталăк пиллесе панă парне вырăнĕнчехчĕ. Халĕ вара пулă бригади тахçанах манăçа юлнă, бригадирĕ, Теренти, ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă халăхран, кĕçех ырă ячĕ те манăçа тухрĕ.
Савăнмаллипех савăнчĕç манăн хăнасем шыва кĕрсе. «Мĕншĕн çамрăк мар-ши;» – шута кайса лартăм вĕсем шывра чÿхеннĕ вăхăтра. Лартмалла кану çурчĕсене кÿлĕ хĕррине, уçмалла канса сипленмелли пансионат, лартмалла тавралла йывăç, ÿсетчĕ аллея е парк. Хĕллехи вăхăтра канакансем валли йĕлтĕрпе коньки бази уçма пур условисем те çителĕклĕ. Çакна май хăй вăхăтĕнче колхоз председателĕнче ĕçленĕ Яков Ефремович Ефремовпа хреснатте кун пирки пĕрре мар ĕмĕтленсе калаçса ларни аса килет, анчах вăл вăхăтра ĕмĕтленнисĕр пуçне урăх нимĕн те пулма пултарайман, йăлтах «çÿлтен» хушнине пăхăнса пурăнмалла пулнă. Халĕ ку енĕпе питĕ ирĕклĕ, анчах пуçарса яракан çук.
Хапăсран килнĕ ултă хĕр хĕвел çинче шыва кĕнĕ хыççăн ăшăнса выртаççĕ. Мăнук упăшки те шывран тухрĕ:
– Пулă нумай кунта, пысăккисемех урана çапăнаççĕ, – тет. Вара тепĕр ирхине ирех пулла кайнă пирĕн кĕрÿ, пулă тытса килчĕ, ăшаласа çирĕмĕр.
– Çитес çул отпуск вăхăтĕнче каллех килĕпĕр, питĕ илемлĕ канмалли вырăн, кÿлĕ мĕн хак тăрать, – сăмах пачĕç вĕсем, Пенза хулинче пурăнакансем. Ку вара мĕн çинчен те пулсан калатех.
Паян кÿлхĕррисем ĕçсĕр аптраса лараççĕ: колхоз çĕрĕсем пиçенпе хупланнă, выльăх-чĕрлĕх фермисем ишĕлсе выртаççĕ, юхăнать пурнăç. Юрать-ха, çамрăксем валли Мускав хули пур, кайлă-майлă çÿреççĕ вăхăта ирттерсе. Хамăр вара укçа урлă утса çÿретпĕр, пĕшкĕнсе укçана пуçтарса кĕсьене чикме ÿркенетпĕр, пурнăç урапин кустăрми тикĕс чупманшăн пăшăрхансах калаçатпăр...