23 октября 2013 г.
Тивeçлипе чи лайaххи тесе калама пулать Вaрманкасри пeтeмeшле пeлÿ паракан шкулти Владимир Григорьевич Ефимовaн физкультура урокeсене. Паянхи пурнaçпа килeшсе тaмасть пулин те, ку вeренÿ учрежденийeнче ятарлa спорт залe çук, апла пулин те кунта вeренекенсем çулсерен районти aмaртусенче малти вырaнсенчен чакмаççe
– Пире çак площадка çaлать, – терe Владимир Григорьевич, шкул çумeнчи стадионта урок ирттерекенскер. Куçeсем унaн мини-футбол уйeнче мечeк тапас мелсене вeренекен ачасем çинчех: вeсен йaнaшeсене тÿрлетсех тaчe.
Ку площадкaна ял çамрaкeсем иртнe eмeрeн 80-мeш çулсем вeçeнче – 90-мeш çулсем пуçламaшeнче тунa. Унччен вырaнти колхоз уйe пулнaскер, кeске вaхaтра халaхaн сывлaхне çирeплетекен вырaна çаврaннa: футбол уйне йeркеленe, тавралла чупу трассине якатнa, волейбол сетки çакнa. Хыççaн Н.Нарышкин директор пулaшнипе Сeнтeрвaрринчен «гимнастика хулине» кÿрсе килсе вырнаçтарнa. Çаксем пeтeмпех халe Вaрманкас ачисене ÿт-пeве çирeплетме пулaшаççe те.
Тeрeссипе, ку шкулта физкультура урокeсем ялан тенe пекех çак стадионта иртеççe. Уça сывлaшри занятисен сиплeхне кам хирeçлe eнтe. Çумaрлa, шартлама сивeсенче кaна коридорта, тепeр чухне вырaнти культура çуртeнче уйaрнa пÿлeмре фитнес-аэробика, вaй-хал гимнастикин элеменчeсене хaнaхаççe.
Aмaртусенче çeнтересси, паллах, ытларах уроксенче мeнлерех eçленинчен килет. Иккен, маларах ку шкулта классене пeрлештерсе физкультура урокeсем эрнере пилeк хутчен иртнe. Хушма тренировкaсем ирттермесeрех вaрманкассем aмaртусенче чи лайaх результатсем кaтартнa. Анчах та Роспотребнадзор тeрeслевe хыççaн çак меле пaрахaçлама тивнe.
Результатсем тенeрен, ку шкул вeренекенсен спартакиадин кашни çулхи призерe е çeнтерÿçи. Кaçал ав кeçeн классем нумаях пулмасть Президент тупaшaвeн чемпионeсем пулса тaчeç. Пeлтeр çак йышпах вeсем саккaрмeш пулнaччe. Çакa та педагогaн aста eçне кaтартмасть-и-ха; Çитменнине, 2–3-мeш классенче вeренекенсем хaйсенчен пeрер çул аслaрах ачасемпе тупaшнa.
Шкулта çaмaл атлетика, йeлтeр спорчe уйрaмах вaйлa аталаннa. Вaрманкассем – «Çeнтерÿ çулe» хаçат эстафетин кaçалхи çeнтерÿçисем, ытти çулсенче – призерсем.
Сeтел çи тенниспа кaсaкланакансем нумай. Шкулaн иккeмeш хутeнче вырнаçтарнa теннис сeтелeсем ку тeсе аталантарма вaйлах пулaшаççe. Çитменнине, кaçалтан физкультурaн эрнери виççeмeш урокне Владимир Григорьевич фитнес-аэробика валли кaна мар, сeтел çи теннис валли те уйaрнa. Арçын ачасем ахаль те ракеткaпа aста выляççe, физкультура учителe ку тeсе хeрачасене те активлaрах явaçтарасшaн.
Сeтел çи теннис aмaртaвeсене илес пулсан, ку шкулта вeренекенсем вeсенче яланах 1-мeш, 2-мeш вырaнсене йышaнаççe. Вeрентекен Софья Татарова пысaк шанaçлa спортсменка пулнине палaртать. Хeрача – ку тeсре иртнe çулхи район чемпионки. Унпа Владимир Григорьевич 1-мeш класранах eçлеме тытaннa. Чупма та, сикме те aста: пeлтeр Президент тупaшaвeсенче тeрлe енпе призлa вырaнсене лекнe. «Пултаруллa хeрача. Малашне те çине тaрса eçлесен унран пысaк результатсем кeтме пулать», – тет Владимир Григорьевич халe Калинино шкулeнче 5-мeш класра вeренекен хeрача пирки.
– Унччен малтан Светлана Тимофеева, Мария Захарова, Павел Тимофеев, Александр Марков, Николай Михайлов, Михаил Михайлов районта призлa вырaнсем илсе савaнтаратчeç, – хушса хурать вaл.
Шкулта паян ачасен йышe пысaк мар. Шел те, пурте спортсменсем пулса çуралмаççe. Анчах та шанaç паракан çамрaксем пур. Чупассипе, йeлтeр спортeнче акa 8-мeш класри Марина Маркова çитeнÿсемпе савaнтарать. 3-мeш класра вeренекен Кристина Маркован спортри пуласлaхe пур. Пeтeм шкулти хeрачасем хушшинче чупассипе вaл виççeмeш результат кaтартнa. Президент тупaшaвeсен районти aмaртaвeнче Кристина Козловапа иккeшe эстафетaра бронза призерсем пулса тaнa.
Футболта та начар мар, анчах пeр ÿсeмри ачасенчен командaсем пуçтарайманнипе районта иртекен «Сaран мечeк» турнирeсене хутшaнма вeсен май çук. Ку вeсен кaна мар, пeтeмeшле пeлÿ паракан ытти шкулсемшeн те кaткaс ыйту. Çапах вeсем те ку тeсе аталантарма меслет тупаççe: çулсеренех Вaрманкасри шкул никeсe çинче тулли мар шкулсем мини-футболла выляса aмaртаççe.
Полиатлон енeпе республикaра, Атaл çи округeнче çитeнÿсем тaвакан Анна Григорьева та В.Ефимов патeнче aсталaха туптанa. «Ун пек çамрaксене сайра тeл пулатaн – çeнтерес туйaмe çав тери пысaк. Пeр-икe çул хушшинче çeнтерÿ пьедесталe çине хaпарма тивeçрe. Вaрнарти ял хуçалaх техникумeнче нумай енлe кeрешессипе вaйлa аталанчe. Халe – аслa шкул студентки. Спорта пaрахaçламанни савaнтарать», – тет вaл. Выпускниксенчен çавaн пекех Инна Тимофеевана, Анастасия Кудряшована ырaпа асaнчe.
Çак площадка шкул ачисене урок ирттерме кaна мар, ентешсене – тeрлe ÿсeмри çынсене те сывa пурнaç йeркипе туслашма пулaшать. 35 çул ытла eнтe кунта вeренекенсем, ял çамрaкeсем, ветерансем май уйaхeн пуçламaшeнче футбол турнирeнче вaй виçеççe. Турнира ку ялтан тухнa, халe çeршывaн тeрлe кeтесeнче пурaнакансем пуçтарaнаççe. Малтан вaйaсем обществaлла майпа кaна иртнe пулсан, халe вeсене йeркелесе ирттерессине вырaнти ял поселенийe те тÿпе хывать, призсем илме укçа-тенкe уйaрать. Çакa – массaллa спорта аталантарассипе тунa тeрeс те пысaк утaм.
Владимир Григорьевич хaй мeн ачаран сывa пурнaç йeркипе туслa пулнa та ку aмaртусенчен нихaçан та юлман. 6–7-мeш классенче вeреннe чухнех вaл хaйeн малашнехи профессийe пирки иккeленмен. Вaрманкас шкулeнчен вeренсе тухсан Чaваш патшалaх педагогика институтeнче физвоспитани факультетeнче пeлÿ илнe, Совет Çарeнче службaра тaнa. Вeреннe вaхaтра та, çарта та футбол, çaмaл атлетика, йeлтeр спорчe енeпе нумай хутчен призлa вырaнсене йышaннa. Хaй вaл Станислав Иванович Зубов патeнче aсталaха туптанa.
2002 çулта Владимир Григорьевич районта класс тулашeнче физкультурaпа массaллa спорт eçне аталантарассипе «Педагогика eçeн мастерe» ята илнe. 2005 çулта çак конкурсрах республикaра çeнтерÿçe пулса тaнaччe. Раççей Федерацийeн пeтeмeшле вeрентeвeн хисеплe eçченe.
Шкулта спорт залe çуккине вaл самана çухатaвeпе танлаштарать: «Строительство пуçлас сaмах та пыратчe. Анчах çeршыва перестройка кисретрe, кайран 90-мeш çулсем. Вaл вaхaтра спортзал тума мар, спорт шкулeсене хупма, тренерсене eçрен хaтарма тытaнчeç...».
– Çeршывра пысaк çитeнÿсен спорчe çине сахал мар укçа хываççe, массaллa спорта та укçа-тенкe енчен ытларах пулaшсан тем пекехчe. Чылай çул эпир те, шкулсем, хамaр вaйпа аталанса пытaмaр. Юрать, юлашки вaхaтра вeренÿ учрежденийeсене спорт инвентарeпе тивeçтерме тытaнчeç. Пeлтeр йeлтeрсем, мечeксем пачeç...
Кирек мeнле пулсан та eçе чунтан парaннa çынсем хaйсен тивeçне чыслaн пурнaçласа пыраççe. Владимир Григорьевич та çаплах. Урокeсенче пулса куртaм – пeр саманчe те ячeшeн мар, ачасен сывлaхeн çирeплeхeшeн иртет. Футболта акa: мечeк персе панa та выля мар, малтан ачасем мелсене хaнaхаççe. Вaй-хал гимнастики умeн кeлеткене «вeрилентереççe» тата ыт. те. Сывлaхне, вaл е ку упражненисене тума пултараслaхне кашни ачанне аван пeлет, çавaнпа та вeсене тeрлe çaмaллaхпа хушать. «Кашниех спортсмен пулаймасть, анчах та харпaр хaй сывлaхeшeн вeсен тaрaшма вeренмеллех», – тет В.Ефимов.