10:12 25 января 2016 г.
Промышленность предприятийĕсем пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ
Ку отрасле малалла туртаканĕ – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ. 2014 çулхипе танлаштарсан продукцие кунта 62,7 процент ытларах ăсатнă. Кăçалхи плансем те пысăк – завод производство калăпăшне 60 процент таран пысăклатасшăн.
Район администрацийĕн экономика пайĕн даннăйĕсем тăрăх, çавăн пекех производство тата тавара сутасси «Чувашкабельмет» акционерсен хупă обществинче (22,5 процент), Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче (23,4), Калинино райповĕнче (10,6) тата «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă обществăра (15,3) ÿснĕ.
Çав вăхăтрах «Вурнары Завод СОМ» тулли мар яваплă обществăра ку кăтарту самаях чакнă – 45,8 процент таран. Предприятире кăна чĕртавар сахалрах туяннипе, лавккасенче продукци япăхрах сутăннипе çыхăнтараççĕ.
Кăçал экономикăн мĕнпур отрасльне 700 миллион тенкĕрен сахал мар инвестици явăçтарма палăртнă. Промышленность предприятийĕсем умĕнчи тĕллевсем те çирĕп – харпăр хăй продукцине сутассине, ĕçсене тата тивĕçтерÿсене пурнăçлассине 20 процент пысăклатмалла, налуксен хывăмне ÿстермелле.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии